Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунга-Чанга” фестиваль лауреачĕ.

26 июля 2013 г.

Энтин композитор, Раççей эстрадин çăлтăрĕ, 1998 çулхи фестиваль лауреачĕ,

Тăвайри ача-пăча искусствисен шкулĕн “Эстрада вокалĕ” уйрăмĕнче вĕренекен Юлия Иванова "преподавателĕ Г.Никонова" тĕнчери “Чунга-Чанга” фестивалĕн финалне хутшăнса лауреат дипломне тата фестиваль президенчĕн ятарлă парнине тивĕçрĕ.

Фестиваль Мускав çывăхĕнчи “Янăравлă сасăсем” сывлăха çирĕплетмелли комплексра иртнĕ. Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен Юлия Иванова унта республикăри “Чăваш Енĕн ахах мерченĕсем” фестиваль конкурс çĕнтерÿçи пулнă май кайнă. Çамрăк юрăçсене Мускаври паллă вырăнсене кăтартса çÿренĕ, Свято-Троицăри Сергий Лаврине экскурсие илсе кайнă.

Фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта фестиваль Президенчĕ Юрий “Евровидени–2008” çĕнтерÿçи Дима Билан тата ытти паллă çынсем хутшăннă.

Юля хумханнă пулин те çухалса кайман, Чăваш Ен чысне тивĕçлипе хÿтĕленĕ. Жюри ăна тĕнчери “Чунга-Чанга” фестиваль Президенчĕн ятарлă парнипе тата лауреат дипломĕпе наградăланă. Çапла Тăвай хĕр ачи киле дипломпа кубок тата хаклă парне илсе таврăннă. Унтан та ытларах хĕр ачан чунĕнче ĕмĕр сĕвĕрĕлми савăнăçлă аса илÿсем юлнă.

Кăçал кĕркунне Мускавра «Чунга-Чанга» фестивалĕн регионĕсенчен суйласа илмелли турсенче çĕнтернисен гала-концерчĕ пулать. Тăвай енĕн “ахах-мерченне” Юлия Ивановапа унăн вĕрентекенне Галина Никонована малашне те творчество ăнăçăвĕсем сунатпăр.

Сăмах май каласан, Ю.Иванова пĕлтĕр те Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери “Наци пуянлăхĕ” вокалпа хореографи конкурсĕнче çĕнтернĕччĕ, Болгарие кайма тивĕç пулнăччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика