Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рабочи профессине суйлаççĕ.

26 июля 2013 г.

Канашри 16-мĕш професси училищин преподавателĕ А.Н.Ермилов Тăвай шкулĕнчи 9-мĕш класс пĕтернĕ çамрăксемпе тĕл пулчĕ, вĕсен малашлăх тĕллевĕсемпе кăсăкланчĕ. Сăмах май, Анатолий Николаевич çулленех кунти вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçать, халăх хуçалăхĕнче ĕçлеме пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлине ăнлантарать.

Чи малтанах вĕренÿ учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ вăл.

Яшсемпе хĕрсем сварщик, каменщик, бетонщик, отделочник, штукатур-маляр специальноçĕсене илме пултараççĕ кунта. Вĕренÿри улшăнусем çинче те чарăнса тăчĕ.

–Кăçалтан професси училищи техникум статусне илмелле, – терĕ А.Ермилов. –Çакă вĕренÿ çулĕнчен повар-кондитер, электрогазосварщик, анлă профильлĕ сутуçă профессийĕсене алла илме пуçлĕç.

Училищĕре Тăвай районĕнчен чылайăн вĕренеççĕ, вĕсем пултаруллă пулнине палăртрĕ.

Çамрăксем училище преподавательне чылай ыйту пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика