24 июля 2013 г.
Пирĕн район прокуратури вĕренÿ çинчен калакан закона мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ, райцентрти 2-мĕш номерлĕ ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕнче çитменлĕхсем тупнă.
Икĕ çул каялла А. район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайне пĕчĕк хĕрне ача садĕнче вырăн пама шута илме ыйтса заявлени панă. Хĕрарăм – нумай ачаллăскер, çавна май унăн ачине шкулчченхи вĕренÿ учрежденине чи малтан вырнаçтармалли право пур. Кăçал кăрлачра хĕр ача 1,5 çула çитнĕ, эппин садикĕн пĕрремĕш кĕçĕн ушкăнне çÿреме пултарать. Анчах А. пепкине ача садне йышăнман.
Прокуратура кăçалхи кăрлач–çу уйăхĕсенче Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ садикĕн асăннă ушкăнне икĕ ачана йышăннине тупса палăртнă. Вĕсенчен пĕрин шкулчченхи вĕренÿ учрежденине йышăнас тĕлĕшпе нимĕнле çăмăллăх та пулман, ăна пĕтĕмĕшле черетпе килĕшÿллĕн йышăнмалла пулнă. Çапла асăннă коллективра А. хĕрачин прависене пăснă.
Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача сачĕн заведующийĕ Д. тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă. Миравай судья ăна явап тыттарнă, пысăк суммăлăх штрафланă.