24 июля 2013 г.
Çапла каласан кам пирки сăмах пырассине лайăх пĕлет вулакансенчен чылайăшĕ. Тăвай ялĕнчи Октябрьски урамра 12-мĕш çуртра пурăнакан, хăй вăхăтĕнче ял хуçалăх управленийĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче вăй хунă, çак кунсенче 75 çул тултаракан М.Яковлев пирки паллах. “Михаил Якловлевич,” – çапла хисеплесе чĕнеççĕ ăна пурте.
Çурт умĕ мĕнле, хуçи те çапла, тенĕ ватăсем. Çемье пуçĕ йĕркене, тасалăха, тирпейлĕхе юратнине çÿлерех асăннă кил хуçалăх тĕлне пырса тăрсанах ĕнентĕм. Хапха умĕнче çÿп-çап, ăпăр-тапăр купи, ÿссе кайнă çум курăк çук, шăпăрпа шăлса тасатнă. Пĕр енче тухса лармалли илемлĕ тенкел, каннă чухне хĕвел пайăркисем ытлашши ан чăрмантарччăр тесе тăррине те тунă. Тепĕр енчи хăйăр купине саваланă хăмапа тытса çавăрнă, йĕри-тавра ларса выляма пулать. Ачасем хăйăра ытлашши ан сапалаччăр, аллисене шăрпăк кĕртсе ан суранланччăр тесе тăрăшни сисĕнет. Ĕçе тĕплĕ тума, вĕçне çитерме хăнăхнă эппин Михаил Яковлевич.
Хапхана уçсан вара ман ума пахча çимĕç, улма-çырла, тĕрлĕ йывăç тĕнчи тухса тăчĕ.
–Ай, епле илемлĕ кунта! – хам сисмесĕрех сасăпа калаçма пуçларăм. Картишĕнче выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп пулнине курма хăнăхни те витĕм кÿчĕ пулас. Çĕр улми, хĕрлĕ кăшман, кукурус, кишĕр, купăста, чечек тата ытти çитĕнет йăрансем çинче, пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Парник те пур, унта – пăрăç, помидор, хăяр калчисем манран çÿллĕ. Çакна та асăрхарăм тата: çимĕçсен кашни туратне çын алли сĕртĕннĕ. Вĕсене чуна парса пăхнине пурте парка, лайăх ÿсни çирĕплетет. Йăрансем çинче çилпе çаврăнакан теттесем лартнă. Вĕçен кайăксене хăратма-ши е мăнукĕсене пăхса киленме? Çавăн пекех çуталакан приборсене куртăм. Каçхине тухсан пахча çимĕçсене таптамасăр иртсе çÿреме кирлĕ ĕнтĕ вĕсем. Чи тĕлĕнмелли акă мĕн – йăрансем çинче çум курăк çук. Çитмĕлтен иртнĕ çынсене вара акмасăрах çитĕнекен “тăшмансемпе” кĕрешме çăмăл мар.
Яковлевсен юмах тĕнчине сăнанă май, çума çын пырса тăнине сисмен те. “Кăмăла каять-и?“ – илтĕнсе кайрĕ çывăхра лăпкă сасă.
–Çапла, Михаил Яковлевич, эсир ял хуçалăх, çĕр ĕçне чăннипех хисепленине, юратнине курса савăнатăп, – хуравларăм кĕскен. Унăн пĕр-пĕр ĕç тунă хыççăн ларса канмалли, утса тухнă çулăн тапхăрĕсене аса илсе хакламалли, паянхи пурнăç ыйтăвĕсем пирки ларсах шухăшламалли юратнă вырăнĕ пур иккен картишĕнче. Хальхинче те унта вырнаçрăмăр. Çил вĕрсе шăм-шака шăнтмасть вите çывăхĕнче, çумăр та кансĕрлемест, ларма та меллĕ, йĕри-тавра вара – туслă мăшăр ĕçчен аллисемпе тунă илем.
...Вăта шывĕ хĕрринче Вăтаяль ялĕ пур пирĕн районта. Пелагея Никитичнапа Яков Андреевич Андреевсем шăпах унта йăва çавăрнă. Хресчен кил йышĕ пысăклансах пынинчен шикленмен ĕлĕк. Пĕр ача хыççăн тепри çутă тĕнчене килнĕ. хăшĕсен шăпи кĕске пулнă.
1938 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче ывăл çуралнă. “Пĕр тăвансенчен Тĕмер ялĕнчи аппа, Мария Яковлевна Лисова, пурăнать. Унăн çемйипе туслă çыхăну тытатпăр”, – аса илÿ “кĕнекин” страницисене малалла уçрĕ ĕç ветеранĕ.
Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçланă Вăтаяль каччи, Калининград хулинче службăра пулнă.
Таврăнсан вара Магнитогорска ĕçлеме кайнă, стройкăра вăй хунă.
–Ĕçленĕ вăхăтра вĕренесси пирки тăтăшах шухăшлаттăм, – тет Михаил Яковлевич калаçу çăмхине кустарса.
ФЗОра вăтам пĕлÿ илнĕ ĕнтешĕмĕр, унтан 10 уйăх газовырубщике вĕреннĕ те металлурги комбинатĕнче вăй хума пуçланă.
Каярахпа тăван ене таврăннă М.Яковлев, Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче (халь академии) аслă пĕлÿ илнĕ. Тăвай районĕнчи “Советская Россия” колхоза инженерта ĕçлеме янă ăна 1969 çулта.
Вăл хăйĕн тивĕçĕсене вăхăтра туса пынине асăрхаççĕ, пĕр-икĕ çултан ял хуçалăх управленине куçараççĕ, 1973 çулта вара унти ĕçсене йĕркелесе пыма шанаççĕ. “Каярахпа управление районти агропромышленность производствин пĕрлĕхĕ туса хучĕç”, – калаçăвне малалла тăсать шухăшлă пит-куçлă арçын. 1978 çулта Тăвай райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче ĕçлеме пуçлать вăл.
Темиçе çултан çÿлерех асăннă пĕрлĕх каллех хăйĕн малтанхи ятне кăмăлланă. М. Яковлева вара унти ĕçсене йĕркелесе пыма сĕннĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн, каярахпа пĕрремĕш çумĕн ĕçĕсене туса пынă. 2004 çулта Михаил Яковлевич тивĕçлĕ канăва кайнă. “Ĕмĕрĕме ял хуçалăхĕнче ирттертĕм. Пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Колхозсемпе совхозсем хавшаса пыни питĕ чуна ыраттаратчĕ. Çĕр-шыв ял хуçалăхĕ çине тимлĕх уйăрма пăрахнипе пурнăç начарланса пычĕ. Каярах ăнланса илчĕç çакна.
–Тĕрлĕ çĕнĕлĕхсемпе приоритетлă наци проекчĕсем пурнăçа кĕртме пуçларĕç халь. Хамăр районта та ав çĕнĕ комплекссем пĕрин хыççăн тепри çĕкленеççĕ, ĕнесене чаплă оборудованисемпе сăваççĕ. Ĕç вăйне тата вăхăта перекетлеме май паракан техникăна пăхса ытармалла мар. Шанатăп, çамрăксем çĕнĕлле ĕçлесе малашлăхра шурлăхран кăлараççех ял хуçалăхне. Тÿсĕмлĕхĕ, вăйĕ, ăс-тăнĕ çителĕклех вĕсен. Шел, чылайăшĕ ĕç çумне çыпçăнмасăр ÿсет, эрех-сăра енне туртăнаççĕ ытларах,” – тет çумра ларакан пенсионер.
Ĕçне кура – хисепĕ. М.Яковлев тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçлĕ пулнă 40 яхăн çул хушшинче. Вĕсене çырса пĕтереймĕпĕр. «Ĕç ветеранĕ» медаль пур унăн, “ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă ăна ĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн. Михаил Яковлевич – Тăвай енĕн хисеплĕ гражданинĕ.
Мăшăрĕ, Александра Николаевна, Вăрнар район хĕрĕ. Вăл та Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Дипломлă пулнă хыççăн пирĕн района ĕçлеме килнĕ çамрăк агроном. Кармалта, юсавпа техника предприятийĕнче тăрăшнă. Вăрлăх пахалăхне тĕрĕслекен районти организацинче 1974–2002 çулсенче вăй хунă.
Пĕр шухăш-ĕмĕтлĕ хĕрпе каччă çĕнĕ çемье чăмăртанă 50 çул каялла. Çапла, Яковлевсем пурнăç çулĕпе пĕрле утма пуçлани çур ĕмĕр çитнĕ нумаях пулмасть, ылтăн туйĕ пулнă вĕсен.
Виçĕ ача чун парса çитĕнтернĕ, лайăх воспитани панă туслă мăшăр. Ывăлĕ Юрий Ярославль облаçĕнче пурăнать çемйипе, арăмĕпе икĕ ача пăхса ÿстернĕ. Лариса Тăвайри тĕп больницăра медсестрара вăй хурать, икĕ ывăл Семеновсен. Ирина упăшкипе Мускав облаçĕнче йăва çавăрнă, вĕсен – виçĕ ача.
Яковлевсем çитмĕл çултан иртнĕ пулин те, ĕçсĕр лармаççĕ. Пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтернисĕр пуçне, 2 качака, чăх-чĕп усраççĕ.
Михаил Яковлевич кашни çĕнĕ куна тĕрлĕ хусканусем тунинчен пуçлать те, каçченех тупать икĕ алли валли ĕç. Нумаях пулмасть мунчине тĕплĕ юсанă вăл, шăрăхра çăвăнса илмелли пÿлĕм те ăсталанă, карта-хапхана тĕрĕслесех тăрать. Ăçта пăта çапмалла, тÿрех тăвать ку ĕçе. Иртнĕ кунсенче ак, вăйлă çил-тăвăл Яковлевсен кил хуçалăхĕнчи лупасай тăррине сĕвнĕ, тепĕр куннех юсаса хунă ăна çемье пуçĕ.
Михаил Яковлевич кĕнекесем, хаçат-журнал вулама юратать, пушă вăхăтра сканворд тупать. Ял хуçалăх ыйтăвĕсене хускатакан телепередачăсене пăхать.
Агропромышленность комплексĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнисен районти союзне ертсе пырать вăл. А.Михайлов, П. Иванов, П.Воробьев патĕнче пулнă вĕсем, юлташĕсен ĕмĕт-тĕллевĕсемпе, пурнăç условийĕсемпе кăсăкланнă. Çĕнçырмари П.Егоров ветеранпа та калаçнă. Шел, вăл пурнăçран уйрăлса кайнă нумаях пулмасть. “Çывăх вăхăтра “Новый путь” колхоза нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Демьян Александрович Александров вил тăпри çине çитсе пуç таясшăн. Çапла, ватă пулсан та ахаль лармастпăр эпир. Аслă ăрури çынсене пурнăç сăпкинче кăшт та пулин çăмăлтарах, савăкран пултăр тесе тимлетпĕр. Çамрăксене йывăрлăхсене çĕнтерсех пыма сунатпăр”, – çавнашкал ăшă сăмахсемпе вĕçлерĕ калаçăвне ĕç ветеранĕ.
Юлашкинчен эпир ял хуçалăхĕнче, район администрацийĕнче вăй хурса ырă тĕслĕх кăтартнă, Тăвай ялĕнче пурăнакан Михаил Яковлевича 75-мĕш çуралнă кунĕпе, Александра Николаевнапа иккĕшне вара ылтăн туйпа саламлатпăр. 100 çула çитме ырлăх-сывлăх сунатпăр.