18 июля 2013 г.
Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача садĕнче пĕчĕк Олимп вăййисем иртрĕç. Çак хаваслă мероприятие Сочири 2014 çулта пулакан Олимпиадăпа çыхăнтарма тăрăшрĕç.
Вăйăсене малтанах тĕплĕн хатĕрленнĕ: олимп вăййисен символикине ÿкернĕ, ялав çĕленĕ, факел макетне туса хатĕрленĕ, вăл спортплощадкăна илем кÿрекенĕ пулчĕ.
Праçник чаплă лару-тăрупа пуçланчĕ: капитансем олимп çулăмне йăтса кĕчĕç, Раççей гимнĕ янăранă май ялав çĕклерĕç, ку вăл чăн-чăн олимп вăййисене уçнă пекех пулса тухрĕ. Мероприятийĕ питĕ интереслĕ иртрĕ. Эстафетисем тата епле кăсăклă: “Олимп çулăмĕ”, “Колесница”, “Прометей валли крепость”, “Олимп шыравĕсем”, “Сикекенсем” тата ытти те.
“Спортивные” тата “Закаленные” командăсем хăйсем мĕн пĕлнине тата мĕне пултарнине пĕтĕмпех кăтартма тăрăшрĕç – вăр-варлăхне, ăс-хакăлне, чăтăмлăхне – пурне те. Ку праçникре çĕнтерÿçĕсемпе çĕнтернисем пулмарĕç, апла пулин те ачасем çĕнĕ хавахалану илчĕç, харпăр хăй командишĕн пăшăрханчĕç, чăн-чăн çирĕп туслăх мĕннине ăнланса илчĕç.
Ăмăртусем вĕçленсен çамрăк олимпиецсене асăнмалăх медальсемпе чысланă тата пылак çимĕçсем панă.
Çакнашкал спорт уявĕсем ачасене ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен аталанма çеç мар, харпăр хăйне тыткалама та, пĕр-пĕриншĕн тăрăшма та, туслăха çирĕплетме те пулăшаççĕ, нумай енĕпе ырă витĕм кÿреççĕ, пĕр-пĕрне ăнланма хăнăхтараççĕ, ачасемпе воспитательсем тата çитĕннисем хушшинчи хутшăнăва çывăхлатаççĕ.
Пĕчĕк олимп вăййисене хатĕрленсе ирттерме Тамара Николаевна Павловапа Лариса Владимировна Фомина воспитательсем сахал мар ăс-хакăлпа вăй-хал хунă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"