Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыхăну ĕçченĕсем маттур.

18 июля 2013 г.

Раççей Почтин Чăваш Енри филиалĕн сотрудникĕсем те мухтава тивĕçлĕ пулнă профессиллĕ уявĕнче.

Людмила Васильева инженер, Шупашкарти почтамтăн илсе пырса паракан участок начальникĕ Людмила Гукова, Çĕрпÿри почтамтăн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Николаева “Çыхăну мастерĕ” ят илнĕ.

Кăçал республика почтальонĕсем хăйсен организацийĕн 220 çулхи юбилейне паллă турĕç. Историрен Шупашкарта официаллă почта кантурĕ 1793 çулта ĕçлеме пуçлани паллă.

Паян Раççей Почтин Чăваш Енри филиалĕнче 402 çыхăну уйрăмĕ шутланать, вĕсенчен 324-шĕ ялсенче вырнаçнă, пĕри – куçса çÿрекен çыхăну уйрăмĕ. Хаçат-журналсемпе çырусене, пенси укçине 126 автомашинăпа 1726 яла турттараççĕ. Филиалра 2616 çын вăй хурать, вĕсенчен 1422-шĕ почтальон. 2012 çулта пурĕ 8 млн. çыру, 115 пин посылка, 833 пин укçа куçарăвĕ йышăннă республика филиалĕ.

1994 çултанпа утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ.

Пирĕн районти почта çыхăнăвĕн работникĕсем те питĕ маттур. Чылайăшĕ пĕр вырăнта нумайранпа вăй хурать. Хăйсен тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлаççĕ Тăвай енĕн ывăнма пĕлмен почтальонĕсем. Чăтма çук шăрăх-и, шартлама сивĕ-и, çил-тăман çавăрттарать-и, çумăр çăвать-и – çула тухаççĕ вĕсем. Хаçат-журналпа пенси укçине, посылкăсене çитереççĕ районти çемьесене. Хăйсен ĕçĕсене лайăх пурнăçланăшăн Р.Яковлева операторпа А.Алексеева почтальонка (иккĕшĕ те почтăра нумайранпа) çак кунсенче Хисеп грамоти илме тивĕçлĕ пулнă. Эпир, хаçатçăсем те, саламлатпăр районти почта çыхăнăвĕн работникĕсене. “Ял ĕçченĕ” хаçата кашни çур çултах лайăх çырăнтарнăшăн тав тăватпăр.

 

Источник: “Вестник Госстандарта России”

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика