18 июля 2013 г.
7078 килти хушма хуçалăх шутланать районта. 2006 çултанпа, приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа, вĕсенчен 3267-шĕ е, урăхла каласан, 46,2 проценчĕ харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма çăмăллăхлă кредитсемпе усă курнă. Пĕтĕмпе 322 млн. та 059,7 пин тенкĕлĕх илнĕ ЛПХ кредитне. Техника, выльăхсем, витесем тума тĕрлĕ строительство материалĕсем, удобренисем, вăрлăхсем тата ыттине туяннă çынсем. Çаксем хушма хуçалăх аталанăвне ырă улшăнусем кÿнĕ. Тăвай, Çĕнĕ Пуянкасси, Йăнтăрчă, Элпуç ял тăрăхĕсенчи ялсенче пурăнакансем наци проекчĕн çăмăллăхĕсемпе уйрăмах анлăн усă курнă. Кăçал та ку таранччен 47 млн та 474 пин тенкĕлĕх 277 çăмăллăхлă кредит илнĕ çынсем. Асăннă кредитсемпе Перекет банкĕпе “Россельхозбанк” тивĕçтернĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"