11 июля 2013 г.
Çуллахи вăхăтра пушартан хăрушши мĕн пулма пултарать( Çавăнпа унран питĕ сыхланни кирлĕ.
Апла пулин те кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Енре пурĕ 534 (пĕлтĕрхи ку тапхăртинчен 4 сахалрах) пушар тухнă. Пурĕ 47265649 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ пушарсем. Унсăр пуçне вут-çулăмра 47 çын пурнăçĕ татăлнă, суранланнисем 43-н. Çав вăхăтрах 221 çын пурнăçне çăлса хăварма май килнĕ.
Шупашкар хулипе районĕнче, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр тата ытти хăш-пĕр районсенче пушарсен хисепĕ уйрăмах пысăк. Канаш районĕнче вăл, тĕслĕхрен, иртнĕ çулхинчен те нумайрах. Çав вăхăтрах Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски, Красноармейски, Элĕк районĕсенче кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 5–7 пушартан ытла пулман. Вĕсенче çакăн йышши инкек хисепĕ пĕлтĕрхинчен те сахалланнă. Ку лайăх ĕнтĕ.
Пирĕн Тăвай районĕнче 9 пушар "пĕлтĕр те çавăн чухлĕ" пулнă. 630 пин тенкĕлĕх тăкак тунă. Пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă.
Пушарсем пурте пурăнмалли секторта тухнă. Вырăнĕпе илсен, Йăнтăрчă ял тăрăхĕнчи ялсенче 1, Енĕш Нăрваш тăрăхĕнче 2, Тăрмăшпа Тĕмер, Чутей ял тăрăхĕсенче 1-ер, Тăвай ял тăрăхĕнче 3 пушар пулнă. Вут-çулăм пурăнмалли çуртсемпе мунчасенче хыпса илнĕ. Çакăн пек пысăк инкекре пĕр çын вилнĕ, 3 çын суранланнă.
Сăлтавĕсем – вут-çулăмпа асăрханусăр пулни, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни, ачасем вутпа ашкăнни, урă мар çынсен тимсĕрлĕхĕпе айăпĕ.
Пушар сиен, тăкак кÿмесĕр пулмасть. Вăл пĕчĕк те мар. Кĕл çине çеç те тăратса хăварма пултарать. Çавăнпа пур инкекрен те пĕтĕмлетÿ тума пĕлни, сыхлăхпа тимлĕхе ÿстерни питĕ кирлĕ.
Первоисточник: Ял есчене