Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускавра палăрнă.

05 июля 2013 г.

Тăвайри ача-пăча ÿнер шкулĕнче вĕренекенсем çĕр-шывăн тĕп хулинчен Мускавран çитĕнÿпе таврăннă. Вĕсем “Ачалăх адресĕ – Раççей” конкурса хутшăннă.

Унта çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 150 ытла коллектив пуçтарăннă. Чăваш Ен чысне пирĕн районти ÿнер шкулĕн “Забава” ансамблĕ, “Тайна” вокал ансамблĕ тата Мария Кирилловапа Анастасия Козлова солистсем хÿтĕленĕ.

Конкурсран “Тайна” ансамбль "Анастасия Козлова, Анастасия Григорьева, Юлия Камасева, Лилия Владимирова, Ванесса Абржина" виççĕмĕш степеньлĕ Дипломпа тата “Пултаруллисен парачĕ” Пĕтĕм Раççейри фестивале хутшăнма ирĕк паракан сертификатпа таврăннă. Вăл Хура тинĕс хĕрринчи Анапа хулинче иртмелле.

“Забава” ансамбльти Мария Кириллова, Наталия Андреева, Ольга Андреева, Надежда Семенова, Валерия Николаева юрăçсене те куракансем аван йышăннă. Çепĕç чăваш юррисем жюри членĕсене тыткăнланă. Тăвайсен çитĕнĕвĕнче ансамбльсен ертÿçисен Галина Никоновапа Надежда Петрован тÿпи пысăк.

 

Первоисточник: Ял есчене

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика