Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыва кĕнĕ чухне тимлĕ пулăр

05 июля 2013 г.

“Шыва кĕмелли сезонра ЧР шыв объекчĕсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çинчен” ятлă ЧР Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче тухнă кăтартăвне пурнăçа кĕртсе пыраççĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 15 пляж тата шыва кĕмелли вырăн уçăлнă.

Иртнĕ çул Улатăр районĕнче 7 çын, Муркашра 6, Элĕкре 3, Комсомольскинче 2, Шупашкар районĕнче 8, Хĕрлĕ Чутайра 4 çын шыва кĕнĕ чухне пурнăçран уйрăлса кайнă. Ÿсĕрле, кĕме юраман çĕрте тата аслисемсĕр шыва кĕнипе ытларах инкек пулнă.

Кăçал вара 6 уйăх хушшинче пĕвесенче 18 инкек (пĕлтĕр 13) пулнă. Май уйăхĕнче кăна шывра 2 ача ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнă аслисен тимсĕрлĕхне пула.

Шăрăх кунсенче çынсем ытларах юхан шывсем хĕрринче пулма тăрăшаççĕ. Çак вăхăтра уйрăмах сыхă пулмалла, пĕчĕккисем хăйсене мĕнле тыткаланине сăнасах тăмалла.

Ирхине е каçхине шыва кĕме тăрăшмалла. Шыв температури 17–19 градусран сивĕ пулмалла мар, 20 минутран ытла ишме юрамасть. Шывра пулмалли вăхăта майĕпен хушса пымалла. Организм чĕтреме пуçличченех шывра чăмпăлтатмалла мар.

Хĕвел çинче нумай пулнă хыççăн тÿрех шыва кĕме е сикме юрамасть. Мышцăсем хăвăрт хутланнипе сывлав çулĕ пÿлĕнсе ларать. Эрех ĕçсе шыва кĕрсен, пуçри юн тымарĕсем пĕрĕнессипе сарăлассине йĕркелекен центр ĕçлеме чарăнать.

Çырантан аякка ишсе ан кайăр. Ывăнсан, тÿрех çыран еннелле ан васкăр, шыв çине çурăмпа выртса канăр малтан.

Шыв юххине лекрĕр пулсан, ун майăн ишсе, ерипен çырана çывхарăр.

Шыв çаврăнса тăракан вырăнта вара тарăннăн сывласа илĕр те аялалла чăмăр, унтан урасемпе тапса ярса айккинелле тухма тăрăшăр.

Сывлăш тултарнă матрацсемпе теттесене, автомашина камерисене шанса шыва ан кĕрĕр. Çил вĕсене çырантан аякка илсе кайма пултарать. Е матрац ăшĕнчен сасартăк сывлăш тухма пуçлать, хум çапса сире ăнсăртран шыва ÿкерме пултарать.

Кĕскен каласан, хăвăрăн тата ачасен пурнăçне шывра хăрушлăха кĕртсе ÿкерес килмесен, тимлĕ пулăр.

Шел, пирĕн районта та çакнашкал инкексем пулаççĕ. Тепĕр хут асăрхаттаратпăр. Шыв ашкăнчăк, вылянчăк çынсене юратмасть. Хăвăр пурнăç, хăвăр алăра.

 

Первоисточник: Ял есчене

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика