05 июля 2013 г.
Тăвайри тулли мар яваплăхлă “Дорстрой” общество хамăр районта тата унăн тулашĕнче çулсемпе ытти сооруженисем тăвассипе, вĕсене пăхса-юсаса тăрассипе нумайранпа ĕçлет ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра та тĕрлĕ объектра ĕçсем пыраççĕ. Чăн та, вĕсем пурте тенĕ пекех район тулашĕнче. Акă хамăрпа кÿршĕллĕ Вăрмар районĕнчи Кинчерпе Вăтапуç ялĕсем хушшинче 1,975 километр тăршшĕ асфальтлă çул сарассипе ĕçлетпĕр хальхи вăхăтра. Халĕ никĕсне туса йĕркелеççĕ кунта, шыв юхса тухмалли пăрăхсем хываççĕ. Хăйăрпа вак чул çителĕклĕ турттарса хунă. Ĕç калăпăшĕ 32 млн. тенкĕлĕх. Валерий Никифоров экскаваторщик, Геннадий Рузавин автогрейдер машинисчĕ, Андрей Игнатьев бульдозерист, Сергей Иванов каткист, Владимирпе Андрей Потапов водительсем пысăк машинăсемпе вăй хураççĕ ку объектра.
Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕ патĕнчи тимĕр-бетон пĕвене реконструкци тăвассипе те тимлетпĕр хальхи вăхăтра. Ку пĕлтĕртен пыракан объект. Александр Ильин мастерпа ыттисене явăçтарнă ку ĕçе. 5 миллионлăх тумалла. Реконструкци ĕçĕсене ку эрнере вĕçлесшĕн кунта.
Иртнĕ шăмат кун Шăхасан–Калинино республика пĕлтерĕшлĕ çула тĕп юсав тума тытăнтăмăр. Ĕç калапăшĕ пĕчĕкех мар – 45 миллион тенкĕлĕх.
Июль уйăхĕнче çавăн пекех Канаш хулинче те “Лидер” суту-илÿ центрĕ таврашĕнчен çул-йĕр ĕçĕсем пуçланмалла. Тендер выляса илнĕ, халĕ тивĕçлĕ хутсем туса çитереççĕ. Ункăллă çул та (кольцевая дорога) тума пăхнă. Ял хуçалăх рынокĕ еннелле каякан çул та лайăхланĕ, малалла та тăсăлĕ. 47 млн. тенкĕлĕх унти ĕçсен хакĕ. Çавăнпа объектсенче ĕçлеме çул-йĕр рабочийĕсем, водительсем, механизаторсем илетпĕр. Хушма ĕç вăйĕ тата тивĕçлĕ транспорт хатĕрĕсем çителĕклĕ явăçтарсан чылай кал-калрах ĕçлеме май килĕ.
Первоисточник: Ял есчене