Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейпа библиотека çуртĕнче – юсав.

02 июля 2013 г.

Тăвайри ача-пăча библиотекипе тавра пĕлÿ музейĕн çуртне 28 çул каяллах тунă. Ун çине “вăхăт тусанĕ” пуснă, çурт кивелчĕ, тăрринчен шыв каять, чÿрече рамисем çĕрĕшнĕ. Çавăнпа та çурт юсав ыйтать.

Çав ĕçсене пурнăçламалли конкурса 12 организаци хушшинче Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкри “Стройэффект” компани (директорĕ О.Степанов) выляса илчĕ. Халĕ иккĕмĕш эрне çурт патĕнче хĕрÿ ĕç пырать. Строительсен пĕр пайĕ çурт тăррине, теприсем чÿречесене пластикран тунисемпе ылмаштараççĕ. Йывăç пăрăссене, хăмасене тивсе илессинчен хÿтĕлекен шĕвекпе сăрăхтараççĕ. Типтерлĕ те хăвăрт ĕçлеççĕ рабочисем, çÿп-çапа хăйсем хыççăн пуçтарсах пыраççĕ. Ĕçсене А.Григорьевпа Д.Кириллов прорабсем йĕркелесе тăраççĕ. Рабочисенчен В.Павлов, В.Яковлев, А.Сидоров, И.Иванов, Г.Егоров, А.Яшин, Д.Ильин, П.Никитин хастарлăхпа палăрса тăраççĕ. Музейпа библиотекăра ĕçлекенсем те пултарнă таран пулăшаççĕ вĕсене. Вĕсем цокольне юсаса шуратрĕç, умри картана сăрларĕç, ялăн анат пайĕнче вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умĕнчи чечексене шыв сапса пăхса тăраççĕ.

Пĕрлехи вăйпа тăрăшнипе музейпа библиотека çурчĕ çĕнелсе Тăвай ялне илемлетсе тăрасса шанатпăр.

 

Первоисточник: Ял есчене

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика