02 июля 2013 г.
Республика кунне паллă тума хутшăнса пирĕн районта сумлă хăнасем, Пĕтĕм Раççей халăх пултарулăхĕн “Раççей çăлкуçĕсем” фестивале хутшăнакан 8 коллектив пулчĕç.
Уява Тăвайри çÿлти стадионра йĕркелерĕç. Ура пусма вырăн çукчĕ унта. Пĕрисем чаплă капăрлатнă сцена çинче юрлаççĕ, теприсем пĕчĕк ачасене тĕрлĕ майпа хавхалантараççĕ, кĕрешекенсене, волейболла-футболла вылякансене сăнаççĕ, лашасемпе, хусканусем туса, чупакансене хавхалантараççĕ, тĕрлĕ таварпа суту-илÿ тăваççĕ, шÿрпепе сăйлаççĕ, карусельпе ярăнаççĕ, хăйсем ăсталанă япаласемпе тата ÿкерчĕксемпе паллаштараççĕ – пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Ман шутпа, никама та кичем пулмарĕ çав кун. Кашниех хăйĕн чунне çывăх йăпанăç тупрĕ. Эрех-сăра сутманни савăнтарчĕ. Çамрăксене, вĕренсе тухнă ятпа саламласа, малашлăхра ăнăçу сунма та манмарĕç. Илĕртÿллĕ эрешсемлĕ фейерверк вара уяврисен асĕнче яланлăхах упранĕ. “Питĕ чаплă кантăмăр, малашне тата тăрăшарах ĕçлемелле ĕнтĕ. Чаплă уяв нумайлăха асра юлĕ”, – терĕç çынсем çур çĕрте килĕсене саланнă май.
А.АЛЕКСАНДРОВА. Тăвай ялĕ.
Первоисточник: Ял есчене