Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадетсем çĕнтернĕ

02 июля 2013 г.

Патăръел районĕнчи Шăкăртан ял тăрăхĕнче вырнаçнă “Хĕвел” уçланкăра ЧР çамрăк армеецсен юхăмĕн “Зарницăпа” “Орленок” финалти вăййисем çĕртме уйăхĕн 26–30-мĕшĕсенче иртнĕ.

Кăçал ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕн, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕн, Чăваш АССРĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Анатолий Григорьевич Буханецăн 100 çулхи юбилейне халалланă.

Вăйăсенче пурĕ çамрăк армеецсен 63 уйрăмĕ (”Зарница” – 25, “Орленок” – 19, çарпа патриот клубĕсен отрячĕсем – 7, кадетсем тата ыттисем) пултарулăх кăтартнă.

Район чысне Тăвайри вăтам шкулăн “Зарница” тата “Кадетсем” командăсем хÿтĕленĕ.

Тăвай шкулĕн вĕренекенĕсем маххă паман. Вĕсене ОБЖ вĕрентекен А.Пимулинпа физкультура учителĕ М.Алексеев хатĕрленĕ.

“Кадетсем” уйрăмра Максим Симонович, Игорь Иванов, Даниил Степанов, Андрей Турханов, Станислав Дмитриев, Инесса Михайлова, Татьяна Андреева, Евгений Андреев, Алексей Иванов, Кристина Петрова вĕренекенсем маттур пулнă.

Зарничниксем хушшинче 7–9 классенче пĕлÿ пухнисем тупăшнă – Алексей Николаев, Павел Кайсаров, Юлия Кайсарова, Станислав Иванов, Ксения Морякова, Юлия Константинова, Марина Титова, Дмитрий Староселец, Екатерина Кольцова, Максим Назаров. Роман Дмитриевпа (10 “К” кл.) Виктор Обаськин (7 “б” кл.) командирсем пулса лайăх ертсе пынă.

Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн пирĕн отрядсен çамрăкĕсем мала тухассишĕн лайăх кĕрешни çирĕпленнĕ. Кадетсем çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, укçан преми е тата спортпа туризм оборудованийĕсене тивĕçлĕ пулнă. Маттур, кадетсем!

 

 

Первоисточник: Ял есчене

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика