Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фельдшер пункчĕ кирлех

14 декабря 2012 г.

Çăлпуç ялĕнче паян кун та фельдшер пункчĕ ĕçлемест. Пĕр сÿннĕ вучаха тепĕр хут чĕртсе ярасси çăмăл мар пуль çав. Çĕр-шывшăн темĕнле йывăр вăхăтсенче те таврара пĕр колхоз та арканман, пĕр фельдшер пункчĕ те хупăнман. Вăрçă вăхăтĕнче пирĕн ялти фельдшер пункчĕ пуян Ахваниç çуртĕнче пулнă, тетчĕç. Ун хыççăн пурнăç лайăх еннелле улшăнса пыма тытăнчĕ, малашлăх пирки шутлама пуçларăмăр. Пирĕн ялта та магазин хыçне сăрта фельдшер пункчĕ туса лартрĕç.
Анчах ĕмĕрлĕх япала нимĕн те çук. Пурăна киле çак çурт та начарланчĕ. Фельдшер пунктне ялти пуçламăш шкула куçарчĕç, уйрăм пÿлĕм пачĕç. Ял ачисене Тăвайри вăтам шкула вĕренме куçарсан, фельдшер пункчĕ те хупăнчĕ. Ачасемшĕн ялта унти шкулти пек лайăх условисем çук, паллах. Пурнăç вăл çурхи чечек пек улшăнса, çĕнелсе, хитреленсе, лайăхланса пымалла. Çакна шута илсе 2010 çулхи сентябрьте ялти клуба юсама шутларăмăр, çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла турăмăр, тăррине витрĕмĕр, алăксене çĕнетрĕмĕр тата ытти те. Аслă çул çине тухма асфальтлă çул та сарнă. Пĕрлех клубра фельдшер пункчĕ валли те вырăн хатĕрленĕ: пĕр пÿлĕмĕ – 30,25 тăв. метр, тепри – 13,7 тăв. метр. Çаксем те пĕчĕкрех теççĕ пулсан, поликлиникăсенче пациентсене тăвăртарах пÿлĕмсенчех йышăнаççĕ-çке. Ваттисен çурчĕсенчи фельдшер пункчĕсем те пирĕннинчен пысăк мар.
Район администрацийĕнче те пултăм фельдшер пунктне тепĕр хут уçас пирки. Çăлпуç ялĕнче фельдшер пунктне тепĕр хут уçас пулсан, Тăвайпа Çăлпуç ялĕсен хушши виçĕ çухрăмран кая мар пулмалла иккен. Больницăпа ялсем хушши виçĕ çухрăмран кая мар кирлĕ пулсан, Вăрманхĕрри, Кушкă, Нăрваш Сали, икĕ Пуянкасси ялĕсенче фельдшер пункчĕсем ĕçлеççĕ-çке. Ял çумĕнчен пуçласа больницăна çити виçрĕмĕр те, пирĕн те виçĕ çухрăм ытла тухрĕ. Çăлпуçĕнче мĕн чухлĕ ватă çын, инвалид куллен тенĕ пек медицина пулăшăвĕ кĕтет. Вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăнхи çулсенче çынсем пурнăçне те, вăй-халне те, сывлăхне те шеллемен пулсан, хальхи пурнăçра сывлăхĕ хавшанă ватăсем, инвалидсем, тăтăш пулăшу кирлĕ çынсем никама та пăшăрхантармаççĕ-ши? Çук пуль, тĕплĕн шутласа пăхаççех пуль районта Çăлпуçĕнче вăраха хăварса пымасăр çĕнĕрен фельдшер пункчĕ уçас пирки.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика