Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсионерсем те компьютера “шĕкĕлчеççĕ”

14 декабря 2012 г.

Тăвайри вăтам шкулта “Раççейри пенсионерсен союзĕ” обществăлла организацин районти уйрăмĕн пуçарăвĕпе компьютерпа тĕрлĕ енлĕ тупăшса пенсионерсем хушшинче олимпиада иртрĕ.
Халĕ электронлă çыхăну çулсерен сарăлса пырать. Компьютер умĕнче ларсах тĕрлĕ службăсен услугисемпе усă курма, сăмахран сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенчи врач патне йышăнăва кĕме черете тăма е пĕр-пĕринпе хăвăрт çыхăнса калаçма та, курнăçма та пулать. Çĕнĕлĕх меллĕ. Çав вăхăтрах шиклентерет те, уйрăмах аслă ÿсĕмри çынсене. Олимпиадăн тĕллевĕ – пенсионерсемпе ватăсене информаци технологийĕсене алла илме пулăшасси, компьютерпа ĕçлеме хăнăхтарасси.
Итогсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн, Тăрмăшри Вячеслав Гаврилович Сидоров чи пултарулли пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Надежда Николаевна Игнатьевапа (Элпуç) Анатолий Иванович Михайлов (Улянкă). Çĕнтерÿçĕсене дипломсем парса хавхалантарнă.
Çавăн пекех П.П.Федорован, Е.С.Васильевапа Р.А. Гуринан (Тăвай ялĕ), Н.Н.Александрован (Тушкил), Г.И.Черзорован (Сăхăтпуç), Н.П.Герасимован (Енĕш Нăрваш) кăтартăвĕсем те япăх мар.
Олимпиада ирттерме пулăшнăшăн тата аслă ÿсĕмри çынсем хушшинче компьютер вĕренĕвне йĕркелесе пынăшăн Тăвай шкулĕнчи информатикăпа математика учительне Вероника Павловна Николаевана пенсионерсен союзĕн районти уйрăмĕ Тав çырăвĕпе чысланă, шкул дирекцине (директорĕ В.М.Кириллова) ăшшăн тав тунă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика