Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елка савăнăç кÿтĕр тесен

14 декабря 2012 г.

Çĕнĕ çула нумайăшĕ елкăпа кĕтсе илме хатĕрленет. Анчах ăна проект нормисене тивĕçтерекен, тухмалли икĕ алăкран кая мар пулсан тата чÿречисене решеткесем лартман, çунакан тăрăллă çурт-йĕрсенче иккĕмĕш хутран çÿллĕ мар вырăнсенче кăна ирттерме ирĕк параççĕ. Электричество çути пулмасан, кун çутипе усă курса ирттереççĕ.
Елкăна çирĕп вырнаçтарса лартаççĕ, çав вăхăтрах унăн турачĕсем çуртăн стенисемпе маччине лексе тăмалла мар. Иллюминацие пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса вырнаçтармалла. Электричествăн çутатакан сечĕпе усă курнă чухне напряжение пĕчĕклетекен трансформатор пулмасан гирляндăсенче 12 В таран лампочкăсене пĕрин хыççăн тепĕрне сыпăнтарса йĕркелеççĕ. Лампочкăсен хăвачĕ 25 Вт-ран иртмелле мар. Иллюминаци юсавсăрлăхĕ палăрсан (проводсем хĕрсен, хĕлхем сирпĕнсен тата ытти те) ток пырассине чармалла.
Çапла тума юрамасть:
–чÿречесем çинчи уçăлакан решеткесене питĕрсе илнĕ вырăнсенче Çĕнĕ çул мероприятийĕсем ирттерме;
–пĕкĕ евĕр прожекторсемпе, çуртасемпе, шартлатакан япаласемпе усă курма, фейерверксем тата пушар тĕлĕшĕнчен хăрушă ытти çутă эффекчĕсем тума;
–елкăна хутакан кăмакасем тата электричествăпа хĕрекен приборсем çывăхне вырнаçтарма;
–елкăна заводра туса кăларман гирляндăсемпе илемлетме;
–праçник ирттернĕ чухне проходсене, алăксене, эвакуаци вырăнĕсене пÿлсе е хупăрласа лартма;
–елкăна çунасран хÿтĕлекен ирĕлчĕкпе витермен хут теттесемпе, марльăпа тата ваттăпа капăрлатма;
–ачасене хăвăрт тивсе илме пултаракан материалтан çĕленĕ костюмсем тăхăнтарма;
–çулăмпа усă курса пушар хăрушлăхĕ кăларса тăратма пултаракан ĕçсем тума;
–чÿречесен хупкăчĕсемпе уяв ирттерекен вырăна тĕттĕмлеме;
–проходсен хушшине хушма креслăсем, пукансем тата ытти те лартса ансăрлатма;
–спектакльсем е представленисем вăхăтĕнче çутта пĕтĕмпех сÿнтерме;
–праçник иртекен çурта çирĕплетнĕ нормăран ытла çынсем кĕртсе тултарма.
Çĕнĕ çул елкине яваплă çынсем пăхса тăнипе йĕркелесе ирттереççĕ. Çынсем массăллă пухăнакан вырăнсенче дежурнăйсем тата пушар хăрушсăрлăхĕшĕн ответлă çынсем пулмалла.
Çĕнĕ çул уявĕ ирттерессишĕн яваплă çынсене вут-çулăм е ытти инкек вăхăтĕнче мĕнле пулмаллине, çынсене çуртран илсе тухма, огнетушительпе тата пушар сÿнтермелли ытти хатĕрсемпе усă курма вĕрентмелле. Мероприятисем ирттернĕ чухне сцена çинче тата залсенче яваплă çынсенчен, ирĕклĕ пушар ушкăнĕсен членĕсенчен е предприятин пушар хуралĕн çыннисенчен дежурство йĕркелемелле.
Çапла туни кирлĕ:
–праçник ирттермелли график туса хатĕрлемелле, яваплă çынсем çирĕплетмелле, уява хутшăнакан çынсен (ачасен) хисепне палăртмалла;
–çурта пушара сÿнтермелли малтанхи хатĕрсемпе нормăпа килĕшÿллĕн тивĕçтермелле (икĕ огнетушительтен кая мар пулмалла);
–электроэнерги сÿнес-тăвас пулсан, алăпа çутмалли электричество фонарĕсем пулмалла;
–телефон патне ирĕклĕн пыма май килтĕр;
–телефон аппарачĕ патне пушар хуралĕн телефон номерĕсене çырса хумалла;
–ĕçлекенсемпе журнал çине алă пустарсах пушартан сыхланассипе инструктаж ирттермелле;
–çурт-йĕрпе елка ирттерекен вырăнта электрохуçалăх мĕнле пулнине планпа-профилактика тĕлĕшĕнчен тĕрĕслемелле, çавăн пирки акт çырмалла.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика