Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Донорсем юн пачĕç

14 декабря 2012 г.

Çулталăкра çыннăн тăватă хутчен юн пама юрать. Кашни кварталтах килеççĕ Канаш хулинчи юн илекен станцинче ĕçлекенсем Тăвайри тĕп больницăна.
Хальхинче иртнĕ кĕçнерни кун, декабрĕн 6-мĕшĕнче, пурнăçларĕç хăйсен сăваплă тивĕçне донорсем. Больницăра юсав ĕçĕсем пыни те чăрмав кÿмерĕ юн паракансене, нумайăн килнĕ. “Çыннăн яланах лайăх кăмăллă пулмалла. Инкекрисене çăлни кайран ырăпа таврăнатех. Юн пани тата сывлăха çирĕплетет”, – хăйĕн шухăшне пĕлтерет хăюллăраххи.
Асăннă кун Тăвайри тĕп больницăра 70 яхăн çын юн панă (кăçал сентябрьте 50 донор кăна хăйсен тĕллевне пурнăçланă). Чи нумай хутчен юн панисем – Е.Морозов пенсионер, В.Павловпа Н.Егорова, Л.Иеронова (Тăвай), В.Герасимов (Киччĕ) тата ыттисем те. Пĕрремĕш хут çичĕ çын килнĕ.
Донорсене хальхинче 2 кун канма ирĕк паракан справка тата 120-шер тенкĕ укçа панă. Юнăн резус–факторĕ минуслă çынсем нумайăнах мар пирĕн хушăра. Вĕсем декабрьте пиллĕкĕн пулнă, çавнашкал юншăн ку донорсене хушса тÿленĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика