Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушă ĕç вырăнĕсен ярмăркки.

29 мая 2013 г.

Вакансисен ярмăрккисене граждансене организацисенчи пушă ĕç вырăнĕсемпе, вăхăтлăх тата сезонлă ĕçсемпе паллаштарма, вĕренсе çĕнĕ професси илме май пурри пирки пĕлтерме, ĕç паракансене работниксем суйласа илме, пĕлÿ паракан учрежденисене вĕренÿ программипе паллаштарма, çынсене ĕç рынокĕнчи лару-тăру тата ĕçе вырнаçтаракан служба паракан патшалăх услугисем çинчен пĕлтерме йĕркелеççĕ. Çакнашкал мероприятисем, графикпе килĕшÿллĕн, Тăвай районĕнчи ĕçе вырнаçтаракан центрта иртеççĕ.

2013 çулта пирĕн центрта вакансисен 5 ярмăркки пулнă. Вĕсене ĕçе вырнаçма ĕмĕтленекен 63 гражданин пырса курнă. 26 предприяти 158 пушă ĕç вырăнĕ (вакансии) пурри пирки пĕлтернĕ.

Çу (май) уйăхĕн 30-мĕшĕнче 10 сехетре районти халăха ĕçе вырнаçтаракан центрта мини-ярмăркка пулать. Хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçи О.Восторгин хутшăнать унта. Вăл “Паснерка” турист комплексне (Тĕмер вăрманĕнче) ĕçлеме йыхравлать. Горничнăйсем, хуралçăсем, поварсем, трактористсем, рабочисем, фельдшер, мунча хутакан, массаж тăвакан кирлĕ.

2013 çулхи çĕртме (июнь) уйăхĕн 11-мĕшĕнче, 11 сехетре Трактор тăвакансен культура çурчĕн пĕчĕк залĕнче (Шупашкар хули, Эгер бульварĕ, 36-мĕш çурт) 2014 çулта иртекен хĕллехи Олимп вăййисенче (Сочи хули) ĕçлекенсем суйласа илмелли республикăри вакансисен ярмăркки иртет. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕсем: 8 (83548) 2–18–68 – Тăвай районĕнчи халăха ĕçе вырнаçтаракан центр, 8(8352) 57–14–74 – Чăваш Енри халăха ĕçе вырнаçтаракан патшалăх служби.

 

Первоисточник: Ял есчене

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика