29 мая 2013 г.
“Пуçтарнă çĕрте мар, çÿплемен вырăнта таса”, – теççĕ халăхра. Ял тăрăхĕсен территорийĕсем тирпейлĕ тата хăтлă пуласси çынсен культура шайĕнчен нумай килет. Ялсенче пурăнакансем ăпăр-тапăр унта та кунта пăрахнипе акса лартма юрăхлă çĕрсемех шар кураççĕ. Çакнашкал çитменлĕхсемпе Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем юлашки çулсенче ытларах кĕрешеççĕ. Усси пур, çапах та ĕçлемелли те чылай.
Тĕрĕссипе, саккун тăрăх, çÿп-çапа ятарлă вырăна кайса тăкассине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен йĕркелесе тăмалла. Сăмах май, Чăваш Республикинче ăпăр-тапăр пăрахмалли санкциленĕ 34 вырăн шутланать. Вĕсене хула-район администрацийĕсем тата ытти тивĕçлĕ органсем пăхса тăраççĕ. Анчах йăлари хытă каяшсене ятарлă вырăна çитерес ĕçе пур çĕрте те лайăх йĕркеленĕ теме васкар мар. Пур, паллах, аваннисем те е лару-тăрăва лайăхлатма тăрăшакансем.
Патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Воронова каласа панă тăрăх, Елчĕк районĕнче ку енĕпе япăх мар ĕçлеççĕ. Лайăххипе урăх тăрăха палăртма та иккĕленмелле. Ытти çĕрте вара хивре калаçу пуçарма сăлтав тупăнать. Пурте асăрхаттарнине тимлемеççĕ. Управлени ĕçченĕсем пĕр тĕлех темиçе хут çула тухаççĕ. Патăрьел районĕнчи Турхан ял тăрăхне каймалли çула лайăх пĕлеççĕ инспекторсем. Ара, çулталăк тăршшĕпе темиçе хутчен кайса килме тивнĕ унта вĕсене. Пирĕн управлени ĕçченĕсем Турхан ялĕнчен инçех мар вырнаçнă ăпăр-тапăр купине 2012 çул пуçламăшĕнче асăрханă. 0,53 гектар çинче мĕн кăна пулман пуль. Тĕрĕссипе, ку тавралăх кăçал улшăнасса инспекторсем иккĕленеççĕ. Ара, санкцилемен çÿп-çап купине пуçтарма хушса икĕ хут предписани парсан та, “лав вырăнтан хускалман”. Пĕрремĕш хутĕнче ял тăрăхĕн администрацине лаптăка тасатма çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен вăхăт панă. Шел, вăй çитереймен асăрхаттарăва пурнăçлама. Çакăншăн Патăрьел район миравай судйи юридици вăйĕнчи çынна 10 пинлĕх штрафланă.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пуçтарса тирпейлеме тата тепĕр 5 уйăх уйăрнă. Шел те, ку хутĕнче те ĕç малалла кайман унта. Каллех административлă йĕркепе айăплама тивнĕ патăрьелсене.
Шупашкар районĕнчи Янăш ял тăрăхĕн пуçлăхне те постановление вăхăтра пурнăçламаншăн административлă явап тыттармалла пулса тухнă, ăна та ăпăр-тапăр купинчен хăтăлманшăн.
2012 çулта асăннă пай специалисчĕсем ял тăрăхĕсенче 72 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Элĕк районĕнчи пĕр хуçалăха кайнă та, типтерсĕрлĕх купи тĕлне пулнă, инспекторсем кăна çапла хăварма пултарайман, паллах, тĕпчев ирттернĕ. Мĕн тетĕр, ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне явап тыттарма тивнĕ.
Кунашкал йĕркесĕрлĕхсем район прокурорĕсене те вĕчĕрхентереççĕ. Вĕсем управлени специалисчĕсене час-часах пĕрлехи тĕрĕслевсене чĕнеççĕ. Çавна май пĕлтĕр 5 ял тăрăхĕн администрацине, должноçри 34 çынна яваплăх пирки аса илтернĕ. Сăмахран, Канаш – 7, Вăрмар – 5, Вăрнар районĕсенчи 4 пуçлăха.
Палăртмалла, пĕлтĕр 116,1 пин гектар çĕре пăхса çаврăннă хыççăн саккунсене пăснă 29 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă.
Инспекторсен асăрхаттарăвĕсене пачах шута илмеççĕ теме çук. Пĕлтĕр, калăпăр, çÿп-çап тăкнă 27 вырăна тасатнă. Çапах саккунлă предписанисене уяманни те тĕл пулать çав. Управлени кун пек чух административлă ĕçсене суд органĕсене çитерет. Икĕ тĕслĕхĕ пирки маларах çыртăмăр, Çĕрпÿ районĕнче те кунашкал йĕркесĕрлĕхпе кĕрешме тивет. Кунта Вăрманкас Чурачăк ял тăрăхĕнче пулăхлă çĕре сая яраççĕ.
Пĕтĕмлетсе çакна каласа хăварас килет. Чăннипе, çÿп-çап куписем асăннинчен темиçе хут нумайрах. Инспекторсем пур çĕре те çитеймен-ха. Кăçал та тĕрĕслевсем пыраççĕ. Паян-ыран Тăвай тăрăхнелле те çитĕç. Çÿп-çапшăн пите хĕретес марччĕ те çав... “Çыннăн чунĕ те, сăнĕ те илемлĕ пулмалла”, – теççĕ халăхра. Пирĕн ялсем тавра вара ыраш-тулăллă уйсем кăна ешерччĕр.
Первоисточник: Ял есчене