Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай еншĕн те пĕлтерĕшлĕ уяв

29 мая 2013 г.

Республика кунĕ Чăваш Еншĕн тĕрлĕ регионсемпе ĕçлĕ хутшăнусене анлăлатас, çĕр-шыври чăвашсем йышлă пурăнакан облаçсемпе, крайсемпе çыхăнăва вăйлатас енĕпе питех те пĕлтерĕшлĕ.

Сумлă уявччен уйăх кăна юлчĕ. Ăна йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен комитет çак кунсенче черетлĕ канашлăва пухăннă. Ăна Иван Моторин премьер-министр ертсе пынă. Тĕрлĕ ведомствăсем уява мĕнле хатĕрленнипе паллаштарнă. Культурăпа йăла-йĕрке мероприятийĕсен планĕ çинчен ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов чарăнса тăнă. Хальлĕхе 13 регионран уява килессине пĕлтернĕ. “Раççей çăл куçĕсем” халăх пултарулăхĕн фестивальне хамăр республикăран кăна 200 ытла коллектив хутшăнĕ.

Кăçалхи пĕтĕм чăвашсен “Акатуй” программинче çĕнĕлĕх сахал мар пулĕ. Аякран килнисем Тăвай районĕнче те хăйсен пултарулăхне кăтартĕç. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Республика кунĕ Тăвай енре иртнине пĕлмен çын çук пулĕ пирĕн тăрăхра.

Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке уяв районăн социаллă сферипе экономикине аталантармалли майсем туса панине палăртнă, тĕп уява хатĕрленсе мĕн-мĕн тунине пĕлтернĕ. Шупашкарта кăна çав кунсенче çĕнĕ 16 объект хута каймалла. Владимир Алексеевич та уявра уçмалли объектсем пирки чарăнса тăнă. “Чăвашсетьгаз” УАОн газ участокĕн сервислă центрне тăвассипе хастар ĕçлеççĕ. Вырăс салинче фельдшерпа акушер пункчĕ хута каймалла. “Акконд-агро фирма” хупă акционерлă обществăра 300 пуç вырнаçмалăх пăру вити туса пĕтернĕпе пĕрех. Халĕ территорие тирпей-илем кĕртессипе тимлеççĕ. Республика кунĕччен пăрусене çĕнĕ витене кĕртеççĕ. Район ертÿçи çÿлерех асăннă ĕçсем тата Уй кунне хатĕрленесси мĕнле пынине сăнланă презентаципе йĕркелÿ комитечĕн членĕсене паллаштарнă.

Шутлă кунсем юлчĕç пысăк уявччен. Мĕн пăшăрхантарать-ха. Чи малтанах – тирпейлĕх ыйтăвĕ. Çÿп-çапран тасатасчĕ хамăр пурăнакан вырăна. Тăвай ен пуласлăхĕшĕн, илемĕшĕн кашни канăçа пĕлмесĕр тăрăшар. Вара хăнасем умĕнче те намăс пулмĕ.

 

Первоисточник: Ял есчене

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика