22 мая 2013 г.
Пирĕн районта кăçал Республика кунне уявлама хатĕрленнине пурте пĕлетпĕр. Вăл çĕртме (июнь) уйăхĕн 24-мĕшĕнче пулать. Питĕ сахал вăхăт юлчĕ. Тăвай ене асăннă кун тĕрлĕ регионсенчен, республикăран, районсенчен хăнасем килсе çитĕç. Чăваш халăхĕ ĕлĕкех хăйсем патне курма килекенсене тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Тавралăх юртан тасалнăранпа чылай ĕç тунă районта пурăнакансем. Тăвай ялĕн тĕп урамĕ – Ленин проспекчĕ – кунсерен илемленсе пырать. Çĕнĕрен асфальт сарнă урампа утнă чухне кăмăл-туйăм çĕкленет. Çак кунсенче унăн айккисене майласа пĕтереççĕ. Организацисемпе предприятисенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Унта та кунта магазинсен иккĕмĕш хутне хăпартаççĕ, хÿмесене сăрласа илемлетеççĕ, çĕнĕрен тытнисем те пур. Ку енĕпе пуçаруллисем мухтава тивĕçлĕ. Анчах нумай хваттерлĕ хăш-пĕр çуртсен «картисем» хăйсем патне юсавçăсем пырасса кĕтеççĕ. Чечек клумбисем чылай çĕрте иртен çÿрене савăнтараççĕ-ха. Чиперлĕх ан сÿнтĕр тесе тăрăшмалла. Чечексене шăварса тăмалла. Ленин урамĕнче пурăнакансене тепĕр хут аса илтерес килет. Кашни кил хуçалăхăн çурчĕ, хапха умне май килнĕ таран тирпейлемелле. Пахчасенче хитре чечексем лартса ÿстерер. Çак илем ыттисен кăмăлне çĕклетĕр. “Ай, еплерех ĕçчен иккен чăвашсем”, – тесе ырлаччăр. Çакăн пирки çÿлтен пырса каласса кĕтер мар. Харпăр хăй кил-çурчĕ умне хуçисен тирпейлесе-тасатса тăмалла. Аякран килекенсем умĕнче пите хĕретер мар, ырă сăмахпа асра юласчĕ тесе тăрăшар. “Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер”, – тесе чĕнсе каларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Эппин юлнă кунсемпе туллин усă курар. Тăвай ене тасалăх, çĕр-çĕр чечек ăшне тăвар. Хамăршăн, ачасемшĕн, районшăн, Чăваш Республикишĕн ывăнма пĕлмесĕр ĕçлер.
Первоисточник: Ял есчене