Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай шкулне çĕнĕ автобус

22 мая 2013 г.

Вĕренÿ системине модернизацилес программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикине çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕнĕ 22 автобус илсе килнĕ. Вĕсенчен пĕри Тăвайри вăтам шкула çитнĕ те ĕнтĕ. “2002 çулта туяннă транспорта 2011 çулта улăштарнăччĕ. Кăçал 2004 çулта илсе килнине çĕнетрĕмĕр, – каласа парать шкул директорĕ В.Кириллова. –Халĕ икĕ автобус 6 ялтан 131 ачана илсе çÿрет. Çĕнĕ транспорт хакĕ – 1 млн. та 327 пин тенкĕ”. Вера Михайловна автобус водителĕсен ĕçĕпе кăмăллă. Василий Федорович Алексеевпа Станислав Гаврилович Волков – опытлă специалистсем, хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Людмила Аркадьевна Никитинапа Наталия Георгиевна Гаврилова воспитательсем те ачасене йĕркеллĕ илсе çитерес тесе тимлеççĕ. Вĕсем çавăн пекех ытти мероприятисене кайнă чухне те ачасемпе çула тухма хатĕр. Тăвай шкулĕнче вĕренекенсем вара тăтăшах республикăри олимпиадăсене, конкурссене хутшăнаççĕ. Çавăнпа водительсен тăтăшах рейса кайма тивет. Р.ШУМОВА.

Первоисточник: Ял есчене

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика