Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем пурнăçа хастарлатаççĕ.

22 мая 2013 г.

“Ват çын – тăват çын”, “Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть”, “Ватта хисепле, хăв та ватă пулăн”, “Ватта курсан – çĕлĕк ил” тата ытти каларăшсем те пур чăваш халăх сăмахлăхĕнче. Вĕсене эпĕ пенсионерсене, ветерансене сума суса калани вырăнне хуратăп. Ветерансем, ватăсем общество, коллектив, çемье пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Çакна шута илсе ĕнтĕ районта 1987 çулта обществăлла организаци – ĕçпе вăрçă тата право сыхлав органĕсен ветеранĕсен "пенсионерĕсен" Канашне туса хунă. Çав çулах районти пур ялта та ветерансен пуçламăш организацийĕсене йĕркеленĕ. Районти ветерансен Канашне малтанхи вăхăтра Егор Тимофеевич Васильев, ун хыççăн Василий Архипович Козлов ертсе пынă. Василий Архипович пенсие тухиччен нумай çул хушши райĕçтăвком председателĕнче тăрăшса ĕçленĕ. Вăл халăхра пысăк хисеп илнĕ. Хăй вăхăтĕнче районта çут ĕç пайĕн заведующийĕнче ĕçленĕ Иван Николаевич Николаев та асăннă организацие ертсе пынă. Е.Т.Васильевпа И.Н.Николаев Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕсем пулнă. И.Николаев хыççăн ветерансен Канашĕн председательне экономика управленийĕн начальникĕнче ĕçленĕ Василий Григорьевич Григорьева суйланă. 2003 çулхи августран пуçласа паян кунччен вара районти ветерансен Канашĕн председателĕнче Римма Антоновна Гурина тăрăшать. Вăл пенсие район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕн должноçĕнчен тухнă.

Районта ветерансен юхăмне йĕркеленĕренпе чĕрĕк ĕмĕр хушшинче ырри те, начарри те пулнă. Уйрăмах иртнĕ ĕмĕрхи 90-мĕш çулсенче йывăр килнĕ. Пĕччен пурăнакан, ватăлса çитнĕ тата чирлĕ çынсене пушшех те çăмăл пулман, вĕсен 3–4 уйăх хушши пенси паман тапхăрсене те тÿссе ирттерме тивнĕ. Унашкал синкерлĕ вăхăтсенче ветерансен районти Канашĕ район администрацийĕпе, вĕсен пайĕсенче ĕçлекенсемпе пĕрле ветерансене, пенсионерсене май килнĕ таран пулăшма тимленĕ.

Çĕр-шыв ертÿçисем тăрăшнипе хальхи вăхăтра çулланнă, ватта сулăннă çынсен пурнăçĕ лайăх еннелле улшăнчĕ. Вĕсем вăхăтра пенси илсе тăраççĕ, пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыраççĕ, патшалăх вĕсене социаллă хÿтлĕх кÿрессипе нумай ĕç тăвать. Районта халăха социаллă пулăшу паракан центр туса хунă, вăхăтлăха пĕччен пурăнакансем валли ваттисен 2 çурчĕ ĕçлет.

Хальхи вăхăтра ветерансен районти Канашĕ ялсенчи 28 пуçламăш организацие пĕрлештерсе тăрать. Асăннă организацисене опытлă, сумлă çынсем ертсе пыраççĕ. Районти Канаш йышĕнче пурĕ 33 ветеран шутланса тăрать, вĕсенчен çиччĕшĕ – Президиум членĕсем.

Ветерансен юхăмĕн ĕçне хастар хутшăннăшăн чылайăшĕ наградăсене тивĕçнĕ.

Ĕçпе вăрçă, хĕçпăшаллă вăйсен тата право сыхлав органĕсен Пĕтĕм Раççейри ветерансен (пенсионерсен) Канашĕн Хисеп паллине районти ветерансен Канашĕн председателĕ Римма Антоновна Гурина илме тивĕçлĕ пулнă.

Республикăри ветерансен Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ: Алексей Филиппович Егоров ("Тушкил ялĕ), Григорий Иванович Иванов (Улянкă), Иван Филиппович Гребенков (Кĕрше), Петр Андреевич Воробьев (Тĕмер), Зоя Николаевна Герасимова, Лидия Михайловна Михайлова (иккĕшĕ те Тăвайран), Борис Васильевич Мурзин (Мучар), Авель Алексеевич Ильин (Çĕнçырма); районти ветерансен Канашĕн Хисеп грамотине илнĕ:

Валентина Андреевна Алексеева (Элпуç), Елизавета Ильинична Ильина (Вăрманхĕрри), Раиса Тимофеевна Кондратьева (Йăнтăрчă), Аркадий Александрович Захаров (Вăрманхĕрри), Вера Васильевна Юркина (Чутей), Филипп Тихонович Походкин (Чутей), Тимофей Григорьевич Григорьев (Ямпулат ялĕ), Таисия Витальевна Петрова (Тушкил), Мария Гавриловна Герасимова (Тăвай), Ольга Григорьевна Ушакова (Тăрмăш), Светлана Ивановна Федорова (Кивĕ Пуянкасси), Владимир Семенович Козлов (Вăтаяль), Петр Николаевич Николаев (Тăрмăш), Галина Михайловна Степанова (Енĕш Нăрваш), район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Юрий Егорович Васильев, Василий Николаевич Волков (Киччĕ), Геннадий Егорович Егоров (Нÿшкасси), Анатолий Иванович Иванов (Çăлпуç), Мария Васильевна Ефремова (Ураскасси), Галина Ефремовна Новикова (Нăрваш сали), Галина Андреевна Толкова (Тăвай), Зоя Васильевна Герасимова (Енĕш Нăрваш), Алексей Семенович Семенов (Лачкасси), Галина Сергеевна Перлова (Амалăх), Василий Александрович Петров (Тĕмер), Людмила Петровна Михайлова (Улянкă), Авель Алексеевич Ильин (Çĕнçырма), Лидия Михайловна Михайлова (Тăвай), Александр Семенович Семенов (Тăвай ялĕ).

Грамотăсене тивĕçнисенчен ытларахăшĕ – ялсенчи ветерансен Канашĕн председателĕсем, президиум членĕсем, Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕсем, активистсем.

Районти ветерансен (пенсионерсен) Канашĕ район администрацийĕпе, депутатсен районти Пухăвĕпе, ĕç тăвакан влаç органĕсемпе пĕрле ватлăха сулăннă çынсен пурнăçпа право тĕлĕшĕнчи ыйтăвĕсене татса парас ĕçри хутшăнăвĕсене лайăхлатса пыма тăрăшать. Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕсен, вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсен, вилнĕ çар çыннисен арăмĕсен социаллă пурнăçпа йăлари условийĕсене пур енлĕн тĕпчесе пĕлнĕ. Кушкăпа Тушкил ялĕсенчи вăхăтлăх пурăнмалли ваттисен çурчĕсен ĕçне уйрăм тимлĕх хуратпăр. Ветерансен Канашĕ çамрăксене патриотла воспитани парассипе, вĕсем право йĕркине пăсассинчен сыхланса профилактика ĕçĕсем ирттерессипе районти вĕренÿ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Районти сывлăх сыхлав учрежденийĕсен тимлĕхĕпе ветерансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси лайăхланса пырать, Аслă Отечествăлла вăрçăра пулнисене, вилнĕ çар çыннисен мăшăрĕсене пурне те çулленех диспансеризаци тăваççĕ.

Ветерансен Канашĕ культура учрежденийĕсемпе, музейсемпе, библиотекăсемпе, тĕрлĕ кружоксемпе тачă çыхăну тытать. Чылай ялта ал ĕç кружокĕсем ĕçлеççĕ, фольклор ансамблĕсем, ветерансен хорĕсем йĕркеленĕ. Тăрмăш, Тушкил, Енĕш Нăрваш, Тĕмер, Лачкасси, Тăвай, Ураскасси ялĕсенче ветерансем уйрăмах активлă.

Районти ветерансем ытти çынсемпе пĕрле республика тĕп хулинче хамăр ентеш космонавтăн Андриян Григорьевич Николаевăн палăкне лартма та тÿпе хывнă.

Ялсенчи ветерансем совет халăхĕ 1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăна Çĕнтерÿпе вĕçленĕ куна çуллен чыслăн кĕтсе илсе уявлаççĕ. Унта вĕсем митингсене пухăннă халăха, çамрăксене совет халăхĕн, çар çыннисен, тылра вăй хунисен паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартаççĕ, уява аса илÿсемпе пуянлатаççĕ. 2012 çултан пуçласа Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитсе пынине чысласа çулленех ыркăмăллăх лотерея тиражĕ ирттереççĕ. Пирĕн районта пурăнакансем те Пĕтĕм Раççейри ветерансен Канашĕ витĕм кÿнипе пуçарнă ырă ĕçе тивĕçлипе хутшăнасса шанас килет.

2012 çулта ветерансен районти Канашĕ йышăннипе ветерансен Хисеп кĕнекине уçнă. Унта кĕме тивĕçлĕ пĕрремĕш хисеплĕ ветеран Василий Григорьевич Григорьев пулчĕ. Вăл, маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, ветерансен районти Канашне ертсе пынă, унччен вара район экономикин сферинче нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, ырă ят-сум илнĕ. 2013 çулта çак Хисеп кĕнекине Александр Семенович Семенова кĕртнĕ. Вăл вăрçă участникĕ, ĕмрипе вĕрентÿ сферинче ĕçленĕ, пенсие тухсан та 15 çул районти музей директорĕнче тимленĕ.

Çапла вара районти ветерансем ку чухнехи пурнăçпа тан утма тăрăшаççĕ, çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Юлашкинчен, хаçатра вырăн панипе усă курса, ветерансене тата ытти çынсене те иртнĕ Май уявĕсемпе, Аслă Отечествăлла вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 68 çул çитнĕ ятпа пурне те çирĕп сывлăх, чун канăçлăхĕ, ăнăçусем, телей сунатăп.

Р.ГУРИНА, районти ветерансен Канашĕн председателĕ.

Первоисточник: Ял есчене

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика