11 декабря 2012 г.
Эпĕ хам хальлĕхе Шупашкарта пурăнатăп. Ноябрь уйăхĕнче манăн Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 39-мĕш номерлĕ çуртри хваттере электричествăпа ăшăтмалла "электроотоплени" тумалла пулчĕ. Камсене тутармалла-ши тесе нумай шухăшларăм. Çав ыйтупах район администрацине кайрăм. Унта мана администрацин строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Анатолий Алексеевич Алексеев кĕтсе илчĕ. Хамăн Тăвайĕнче вăрах тытăнса тăма вăхăт пулманнипе эпĕ вăл сĕннĕ çынсене П.И.Алексеева тата Н.А.Васильева мĕн тумаллипе кĕскен паллаштарса тата укçа парса хăвартăм. Ун хыççăн нумаях та вăхăт иртмерĕ, Петр Иванович Алексеев мана сотовăй телефонпа шăнкăравласа та пĕлтерчĕ отопление туса пĕтерни çинчен. Чăнах та, эпĕ Шупашкартан çитнĕ çĕре хваттере пĕтĕмпех электричествăпа ăшăнмалла тунă. Электричество проводисене котел патне илсе пынă. Шыва та пăрăхпа ун патне пымалла тунă. Хваттере электричествăпа ăшăнмалла тума, ĕçшĕн тÿленипе пĕрле, пурĕ 22000 тенкĕ тухса кайрĕ. Сумми те тивĕçтерчĕ, ĕçе хăвăрт та тĕплĕ туса пани те кăмăла кайрĕ. Çавăнпа манăн вĕсене ырă сăмахсемпе асăнас килет. Анатолий Алексеевича та ăшă сăмахсемпе ăнăçусем сунатăп.
Источник: "Ял ĕçченĕ"