Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бассейнри шыв пахалăхĕ

11 декабря 2012 г.

Бассейнсем чылай ача-пăча, вĕренÿ, спорт, сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче пур. Асăннă организацисен администрацийĕсен услугăсемпе тивĕçтернине контроллесе тăнипе пĕрлех шыв пахалăхĕшĕн те тимлемелле. Бассейнсенчи шыв çыншăн сиенсĕр пулмалла тата унăн сывлăхне нимĕнле начар витĕм те кÿмелле мар.
Çынсем, паллах, бассейнри ишмелли шывран хăрушă инфекци чирĕсем, сăмахран, вируслă А гепатит, ÿт-тир туберкулезĕ, кăмпа чирĕсем, аденовируслă фарингоконьюктивлă сивчир, энтеробиоз, эпидермофити (ÿтĕн çиплĕ кăмпа чирĕ), лямблиоз, шĕвĕрĕлченсем тата ытти те лекме пултарас пирки шухăшласа та пăхмаççĕ. Çакăн çинчен специалистсем шухăшлама тивĕç, шыва çыншăн хăрушсăрлатас тесе ăна обязательнăй йĕркепе ĕçлесе сиенсĕрлетмелле. Шыва тасатса хатĕрлемелли ку чухнехи технологисем тĕрлĕрен, çапах та вĕсем пурте апала-и, капла-и – хлорланипе çыхăнса тăраççĕ, мĕншĕн тесен асăннă майпа кăна шыв чи лайăх сиенсĕрленет. Унсăр пуçне вăл меллĕ тата хаклă та мар.
Анчах хлор хăй çавнашкалах сиенсĕр-ши? Ирĕклĕ хлор, вăйлă дезинфекци тума пултарнипе пĕрлех, шывра патогенлă (сиенлĕ) микроорганизмсене пĕтерет кăна мар, тĕрлĕ варалакан япаласемпе те реакцие кĕрет, йÿçеклентерет. Çавна май органика производнăйĕсем пулса каяççĕ. Тĕслĕхрен, хлороформ тата тăват хлорлă углерод, кусем çын организмне канцерегонлă витĕм кÿнине унчченех çирĕплетсе панă тата хлораминсем та пулнипе ÿт-тир тăртанса, хĕрелсе тăма пултарать. Çитменнине, хлор хăй кăна та, кăштах çеç пулсан та, ырă мар шăршăллă, сывлав çулĕсене вĕчĕрхентерет тата куçăн йăлмакаллă витĕмĕсем хĕрелеççĕ.
Бассейншăн яваплă хуçа унти шыв бассейна çÿрекенсемшĕн ялан таса та хăрушлăхсăр, çынсене ырă кÿтĕр тесе тăрăшма тивĕç. Çавăнпа шыва хлорланă чухне наркăмăшлă япаласем пулассине чакарас тĕллевпе чылай бассейнра сиенсĕрлетмелли комбинациллĕ майсемпе усă кураççĕ, çакă вăл хлор хисепне чылай чакарма май парать. Çапла, тĕслĕхрен, озонпа ультрафиолетовăй пайăркасем бассейнри шыва ĕçлесе хатĕрленĕ чухне хлорпа усă курассине 10 хут чакарма май параççĕ. Çакăнпа пĕрлех наркăмăшлă япаласем, сăмахран, хлороформ йышшисем, сисĕнмеллех сахалланаççĕ. Çавна май химилле япаласем çын организмне начар витĕм кÿресси те чакать, çав вăхăтрах шыв пахалăхĕн микробиологилле кăтартăвĕсем начарланмаççĕ.
Юридически лицон çыннăн бассейнри хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли яваплăхне 52 номерлĕ федераллă законпа тата “Ишмелли бассейнсем. Ăна тумалли, унпа усă курмалли тата шыв пахалăхĕн гигиена требованийĕсем. Пахалăха тĕрĕслесе тăрасси” 2.1.2.1188–03 санитари правилисемпе тата нормисемпе (СанПиН) пăхнă. Санитари правилисемпе нормисем (2.1.2.1183–03) кăтартусен списокĕ тăрăх, çав шутра бассейнсен шывне хлорланă чухне ирĕклĕ юлнă хлор хисепне те, производство тĕрĕслевĕ туса шута илме хушать. Бассейнра сывлăхшăн хăрушлăхсăр пулма вăл шывра 0,3 мг/дм кая мар тата 0,5 мг/дм ытла пулмалла мар. Хлорланипе УФ пайăркасене пĕрле усă курнă чухне ирĕклĕ юлнă хлор хисепĕ 0,1–0,3 мг/дм виçе норминче пулать. “Ĕçмелли шыв. Тĕрĕслесе пăхма илесси” Р51593–2000 ГОСТпа (5,1 п) килĕшÿллĕн тĕрĕслесе пăхма илнĕ шывра ирĕлнĕ газсем – ирĕклĕ юлнă хлор юлашки, кислород, озон – пуррине тĕслĕх илнĕ вырăнтах тата май килнĕ таран хăвăртрах палăртмалла.
Шыва сиенсĕрлетмелли пур требование те пăхăнсан тата производство контролĕ бассейнри шыв пахалăхĕ çирĕплетнĕ нормативсене, уйрăммăнах ирĕклĕ юлнă хлор тата хлороформ хисепĕпе, тивĕçтерсен, бассейна ишме çÿрени усăллă та кăмăллă пулĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика