Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуртри, подъездри, хваттерти хăрушсăрлăх

11 декабря 2012 г.

Ноябрьте район территорийĕнче “Çуртри, подъездри, хваттерти хăрушсăрлăх” комплекслă профилактика операцийĕ иртрĕ. Ăна граждансем пурăнакан вырăнта преступленисене сирсе ярас, çынсене пурăнма кирлĕ хăрушсăрлăхпа, харпăрлăхне сыхлассипе тивĕçтерес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Пытармалли çук, çуртри, хваттерти харпăрлăха çаратасси, пĕр-пĕринне вăрласси сарăлнă преступленисен шутĕнче. Пурлăхпа çыхăннă преступленисенчен сыхланмалли витĕмлĕ мерăсенчен пĕри – хваттере, уйрăм çыннăн ытти харпăрлăхĕ шутланакан вырăнсене, çав шутра гражданин усă куракан хĕç-пăшала та, ведомство тулашĕнчи хурала шанса пани, вĕсене сыхлас ĕçре сигнализаци хатĕрĕсемпе усă курни.
Харпăр хăй хваттерне е çуртне вăрăсенчен тĕрлĕ майпа хÿтĕлеме пулать. Чи мелли, паллах, хваттере ведомство тулашĕнчи хуралăн сигнализаци пульчĕпе çыхăнтарни. Хваттере ытти меслетсемпе те хÿтĕлеме майсем пур. Калăпăр, тимĕр алăк ларттарни, ăна питĕрме кăткăс механизмсемпе (çăрасемпе) усă курни, электрон çăрасем вырнаçтарни т.ыт.те. Пĕр хутлă çуртсенче е пĕрремĕш хутра пурăнакансен чÿречисене металл решеткепе тыттарни вырăнлăрах. Балкон çинчи чÿречесене, çав шутра уçăлтармалли пĕчĕк куçа та, лайăх питĕрмелле тумалла. Хваттер алăкĕ умне металл решетке вырнаçтарни те шанчăклă.
Хваттертен йăпăртлăха тухнă чухне те (çÿп-çап тăкма, почта ещĕкне пăхма) алăка питĕрсе çÿрĕр.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене кÿршĕсемпе лайăх, туслă пулни те пулăшать. Эсир темиçе кунлăха е эрнене килтен тухса каяс пулсан, шанчăклă кÿршĕне хваттере пăхса тăма ыйтма пулать. Нумайлăха кайнă чухне ылтăн, хаклă чул таврашне Банкри сыхлăх камерине хăварма юрать.
Харпăрлăха сыхламалли, сыхлăх хатĕрсем вырнаçтармалли тарифсемпе полицин районти уйрăмĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика