14 мая 2013 г.
Районти тĕрлĕ ăру Тăвайри Ленин урамĕнчи палăк умне пухăнчĕç каçхине тăхăр сехетре. Унтан Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса çуртасем çутрĕç. Çакăн хыççăн çуткăçсене сÿнтермесĕр Ленин проспектĕнче вырнаçнă Мухтав монуменчĕ умнелле çул тытрĕç шкулта вĕренекенсемпе студентсем. Вĕсен йышне ачаллă çемьесем те, ĕç коллективĕсем те хушăнчĕç кăçал. “Çĕнтерÿ çулăмĕ” пĕтĕм Раççейри акципе килĕшÿллĕн иртнĕ ку мероприяти районта иккĕмĕш çул.
Тăвайри вăтам шкул директорĕн çумĕ Н.Михайлова ертсе пынипе хатĕрленĕ “Паттăрсем, эпир сире манмастпăр” композици пухăннисене вăрçăн йывăр вăхăчĕсене аса илтерчĕ. Тылра юлнисем ирĕн-каçăн кĕтнĕ нимĕçсене хирĕç çапăçакан мăшăрĕсене, ывăл-хĕрĕсене, тăванĕсене. ”Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 68 çул çитрĕ. Эпир иртнĕ вăрçăн хаярлăхне манмастпăр нихăçан та. Çав хăрушă кунсем урăх ан пулччăр тесе пирĕн яланах асра тытмалла вăрçă вăхăтĕнче паттăррăн çапăçнă салтаксене”, – терĕç митингра. Пĕр минут шăп тăчĕç пухăннисем.
Кашни çын аллинче астăвăм çуткăçĕ çунчĕ çав каçхине. Мухтав монуменчĕ умне чечек çыххисемпе кăшăлĕсене хучĕç тăвайсем.
Çакăн хыççăн районта пурăнакансем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă Зоя Космодемьянская комсомолка палăкĕ еннелле "ача-пăча паркĕнче вырнаçнă" утрĕç. Ун умне çунакан çуртасене лартса хăварчĕç. Каярахпа вĕсене сÿнтернĕ.
Первоисточник: Ял есчене