Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат пуçарнипе

14 мая 2013 г.

Надежда Ивановна Гаврилова вĕрентекен икĕ хутчен ĕнтĕ Тăвай ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутатне суйланчĕ. Хăйĕн тĕп ĕçне лайăх туса пынисĕр пуçне обществăлла тивĕçсене пурнăçлама та хастар хутшăнать, пуçарулăхпа палăрса тăрать. Вăл ертсе пынипе экологи кружокне çÿрекенсем çăл куçсене тасатаççĕ, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тăрăшаççĕ.

Ял тăрăхĕн депутачĕ май уявĕсем умĕн Чапаев тата Западная урамсенче пурăнакансене ĕç хыççăн субботника йыхравласа тухрĕ. Коммуналлă хуçалăх контейнерсене вăхăтра турттарса тухайманнипе çил полиэтилен пакетсене, ытти çÿп-çапа урам тăрăх салататчĕ. Харпăр хăй пурăнакан кил урамĕсене йĕркене кĕртнипе пĕрлех Чапаевпа Западная урамсенче пурăнакансем çÿп-çап пухмалли контейнерсем ДЮСШ паркĕ çумĕнчи вырăна та каçченех тасатрĕç. Çуркунне çÿлтен васанпа нумай пластик савăт, ытти ăпăр-тапăр юхса аннă, çатрака, пахча çимĕç юлашкисем, пăсăлнă çĕр улми тата ыттине те тухса тăкнă çынсем карта хыçне, çавна май ирĕк паман çĕрте тасамарлăхсем пухмалли тепĕр вырăн пулса тăнă. Пĕлтĕрхи хупахпа, хыт-хурапа, типнĕ курăкпа тулнă тавралăха çиелтен юшкăн хупăрланă. Çынсем пĕтĕм ăпăр-тапăра карта çумĕнчен кĕреплепе пуçтарчĕç, çунма пултараканнине – çунтарчĕç. Куç тытăннă çĕре тин вĕçленчĕ ĕç. Пĕччен суран – типсех пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать, тесе ытахаль каламан чăвашсем. Субботника Гавриловсен, Якимовсен çемйисем, Т.Игнатьевапа Т.Михайлова врачсем, И.Гурин предприниматель, педагогика ĕçĕн ветеранĕ А.Кузнецова, Н.Лисова вĕрентекен, В.Петрушков, В.Ермолаева, И.Александрова тата ыттисем хастар хутшăнчĕç. Тунă ĕçпе хăйсем те кăмăллă юлчĕç. Малашне çак вырăна вăхăтран вăхăта тасатсах тăма килĕшсе татăлчĕç. Уйри харпăр хăй анисен пуçĕсене хуçисен карта çумĕнчен пуçласах тасатса тăма кирлине палăртрĕç.

Тасалăх, тирпей-илем вĕт хамăршăн.

–Спорткомплекс хыçĕпе утма çав тери кăмăллатăп. Сывлăш таса кунта, автотранспорт вараламасть, йывăç-курăк шăрши, – тет Татьяна Николаевна терапевт.

Коммуналлă хуçалăхпа ял тăрăхĕн администрацине Западная урамра пурăнакансем валли çÿп-çап пухмалли контейнерсем лартса пама сĕнес килет. Унсăрăн çурхи шывпа кăна мар, вăйлă çумăрпа та пĕтĕм тасамарлăх çÿл енчен анасем çине, ДЮСШ хыçне юхса анать. Халĕ, укçа тÿлес мар тесе, Западная урамра пурăнакансем пĕтĕм ăпăр-тапăра умри васана кăларса тăкаççĕ е Чапаев урамĕнчи контейнерсене пырса пăрахаççĕ. Çавна пула Чапаев урамĕ вĕçĕнчи 3 контейнер 3–4 кунта тулса ларать, вара çÿп-çапа каллех çил урам тăрăх сапалать. Йĕрке тума пулатех ĕнтĕ.

 

Первоисточник: Ял есчене

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика