Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хальхинче аккондçăсем малта

08 мая 2013 г.

Кăçалхи апрель уйăхĕн итогĕсемпе “Акконд–агро фирма” хупă акционерлă обществăри выльăх-чĕрлĕх пăхакансем “Тăвай районĕнчи чи лайăх сĕт-çу ферми” ята илессишĕн пыракан ăмăртура малтисем пулса тăнă. Коллектив январь – апрель уйăхĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 2012-шер килограмм сĕт сунă, продукци туса илесси 9 процент хушăннă.

Аккондçăсене çитĕнÿсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин ăшшăн саламланă. “Сирĕн ĕç виçесĕр мухтава тивĕç. Хастар ĕçшĕн хаваспах тав тăватăп, сире çирĕп сывлăх, ăнăçусем, телей сунатăп”, – тенĕ администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ куçса çÿрекен приза панă чухне. Коллектива дипломпа тата хаклă парнепе чысланă.

Тăвайри культурăпа кану центрĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ ĕçченсене сума суса хаваслă юрăсем шăрантарнă.

Первоисточник: Ял есчене

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика