Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акса пĕтерчĕç

08 мая 2013 г.

Çăлпуçĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăх арканнă хыççăн тулли мар яваплăхлă “Родник” общество йĕркеленнĕренпе уй-хир ĕçĕсене А.Петров ертÿçĕпе Н.Шашков агроном йĕркелесе пыраççĕ.

Ĕç вăхăтĕнче яланах механизаторсем хушшинче вĕсем. Уйăхсемпе кунсем иртнĕ май, çуркунне те çитрĕ, уй-хирте хĕрÿ ĕçсем пуçланчĕç. Çур тыррисене çанталăка пăхмасăр тата хăй вăхăтĕнчен кая юлмасăр çĕр хатĕрлесе кĕске срокра акса хăварма тăрăшмалла. “Родник” тулли мар обществăра çапла турĕç те. Вăхăтра çĕр хатĕрлесе акса хăварчĕç. Айлăм вырăнсенче çĕр вăхăтра пулса çитеймен пирки майăн 4-мĕшĕнче юлашки гектарсене акрĕç. Иртнĕ çул кĕркунне çĕр гектар ытла кĕрхи тулă акса хăварнă. Кăçал çуркунне 220 гектар çинче çурхи тулăпа урпа акнă. Калчаран тыр пул пулса çитиччен чылай кĕтмелле-ха. Çут çанталăк условийĕсем те хăш-пĕр çулсенче ял ĕçченĕсене йывăрлăха кĕртсе ÿкереççĕ. Пур чухне те эпир ĕмĕтленнĕ пек пулаймасть çав. Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнчи чылай ĕçе техника вăйĕпе пурнăçлаççĕ пулин те, тыр-пул, çĕр улми акса-лартса туса илни хăш-пĕр çулсенче тăкаклă пулса тухать. А.Петров ял хуçалăхĕнче вăй хума пуçланăранпа çĕнĕ техника чылай туянчĕ. Çĕре кăпкалатса хатĕрлемелли агрегат чылай унăн. Кăçал çĕр гектартан кая мар çĕр улми те лартма палăртнă. Механизаторсем ăна валли çĕр хатĕрлеççĕ. Çĕр улмин ытларах пайне Лачкасси çĕрĕ çинче туса илме пăхнă. Кăçал хĕл каçа чылай çĕрнĕ пулсан та, çĕр улми вăрлăхĕ çавах çителĕклĕ. Урăх культурăсем акса Çăлпуçĕнче çĕр улми лартакан лаптăксене кăштах кантарма шутлаççĕ. Уй-хир ĕçĕсенче çĕре культиваторсемпе кăпкалатса хатĕрленĕ çĕрте В.Алексеев, Н.Николаев, И.Медведев, И.Лукин механизаторсем тăрăшнă. Тырă акнă çĕрте виçĕ сеялкăллă агрегатпа В.Александров тимленĕ. Сеяльщикре В. Иванов, Н.Тимофеев, С.Григорьев ĕçленĕ. Уя тырă акма вăрлăхпа удобрение А.Ларионов турттарнă. Сакăр çын уя вăрлăх хатĕрлесе тиесе парса тăнă. Хăшĕ-пĕрисем çĕр улми суйланă çĕрте тăрăшнă. Çапла вара тепĕр ĕç – çĕр улми лартмалли юлнă, ăна çитес кунсенче пуçлĕç.

Первоисточник: Ял есчене

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика