08 мая 2013 г.
Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи çула сарлакалатса çĕнĕрен асфальт сарса çĕнетессипе “Чăвашавтодор” УАОн Канашри филиалĕн – техникăпа производство управленийĕн çул-йĕр ĕçченĕсем малалла тăрăшса ĕçлеççĕ. Нумай техника явăçнă ку ĕçе, çул-йĕр тăвакансем те сахалăнах мар. Ытлари кун пикенсех асфальт сарчĕç. Канашри АБЗ-ран "асфальтпа бетон заводĕнчен" 10 машина турттарса тăрать ăна. Асфальтоукладчикпе сараççĕ асфальта. Асăннă агрегатпа Алексей Андреев, Сергей Королев тата Виталий Георгиев машинистсем тăрăшаççĕ. Виталий Георгиев, чăн та, стажер вырăнĕнче. Палăртнă хулăнăш тикĕс хурса пырать асфальта агрегат. Пăхма кăмăллă. Ăна çийĕнчех Юрий Васильев, Валерий Иванов, Александр Данилов каткистсем катокпа пусăрăнтарса йĕркелеççĕ. Надежда Анисимова, Галина Кириллова, Светлана Григороьева асфальтобетонщицăсем те пахалăхшăн тимлеççĕ. Николай Петров грейдеристăн вăхăтлăха ĕç çук та, вăл та кунта ыттисемпе пĕрле. Александр Владимиров мастер вара пурне те тимлĕхре тытать, вырăнта пĕтĕм ĕçе йĕркелесе тăрать. Çывăхра регулировщик те, ĕçлекенсене Канашран Тăвайне ĕçе илсе çÿрекен машинăпа унăн водителĕ Геннадий Степанов та курăнаççĕ. Пахалăхлă, яваплă ĕç пысăк тимлĕх ыйтать. Çакна çул-йĕр тăвакансем чуна илсе ĕçлени сисĕнсе тăрать.
Пархатарлă ĕç ăнăçсах пытăр. Тикĕс те такăр çул ялăн, тавралăхăн сăн-сăпатне улăштарать, чуна савăклăх кÿрет.
И.ГЛАДКОВ.
Сăн ÿкерчĕксенче: асфальта катоксемпе пусăрăнтарса тикĕслеççĕ; асфальтоукладчик çине асфальт пушатса çул сарнă вăхăтра.
Первоисточник: Ял есчене