Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсен Пĕтĕм тĕнчери кунне халалласа

04 декабря 2012 г.

Ĕнер район администрацийĕн кĕçĕн залĕнче инвалидсен Пĕтĕм тĕнчери кунне халалласа пуçламăш организацисен председателĕсемпе канашлу иртрĕ.
Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан В.Ванерке, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Л.Аввакумова, социаллă тивĕçтерÿ центрĕн директорĕ Т.Разина, Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Л.Яковлева, халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ Л.Кузьмина, районти 35-мĕш номерлĕ тĕп аптека заведующийĕ Н.Якимова хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç.
Районта – 1565 инвалид. Патшалăх инвалидсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыма тăрăшать, вĕсене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтерет. Çав шутра, пенси çумне социаллă услугăсен пуххи те, уйăхсерен паракан укçа тÿлевĕ те хушăнаççĕ. Услугăсен пуххишĕн пĕтĕмпех, е унăн уйрăм пайĕсемшĕн укçан компенсаци илме пулать. Ытларахăшĕ çапла тăваççĕ те.
Аталаннă çĕр-шывсенче инвалидсене вĕренме, ĕçлеме условисем туса параççĕ. Пирĕн условисенче инвалидсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме кансĕр, ĕçĕ пулсан та, инвалидшăн меллĕ мар. Акă хальхи вăхăтра районта инвалидсем валли 4 ĕç вырăнĕ пур. Районти тĕп больницăна 2 санитарка, “Акконд-агро фирмăна” дворник, тепĕр çĕре çĕвĕç кирлĕ. Реабилитаци программипе килĕшÿллĕн 2 инвалид хăйсене валли юрăхлă ĕç шырать.
Район администрацийĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан В.Ванерке канашлăва хутшăнакансене инвалидсен Пĕтĕм тĕнчери кунĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ, кĕскен район умĕнчи малашлăх тĕллевпе паллаштарчĕ. Çитес çул Республика кунне Шупашкарта тата Тăвай районĕнче ирттерме палăртаççĕ, çавна май район центрĕнче чылай ĕç туса ирттермелле пулать. Ку вăл район центрĕнче 160 вырăнлă ача сачĕ тăвасси те, Тăвай–Канаш çулĕ çине ял айккипе тухмалли çула туса ĕçе кĕртесси, район центрĕнчи социаллă объектсене юсаса илемлетесси тата ытти те.
ВОИн районти организацийĕн председателĕн çумĕ И.Соловьев шкулсенче инвалид ачасене спорта явăçтарассине вăйлатма, район шайĕнче ăмăртусем, конкурссем ирттерме сĕнчĕ.
Инвалидсен Тенеялĕнчи организацийĕн председателĕ Н.Анисимова врачсемпе фармацевтсене эмелпе тивĕçтерессине лайăх йĕркеленĕшĕн тав турĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика