Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт хуçисем кăмăллă

04 декабря 2012 г.

“Совет влаçĕ çулсенчех тунăччĕ ку икĕ хутлă, 30-мĕш номерлĕ çурта. 18 çемье пурăнать унта. Кухня, ваннăй, туалет пур. Пĕрлешÿре ĕçлекенсене лайăх хваттерсемпе тивĕçтерес тесе тăрăшнă дирекципе профком. Çуртăн тăррине те хĕç тимĕр витнĕ.
Пĕлтĕр хваттерсене харпăр хăй ăшăтмалла та тунă. Кăçал вара çурт тăррине çĕнетрĕç”, – редакцие килсех пысăк хаваспа каласа пачĕ çак çуртри хваттерсенчен пĕринче пурăнакан Владимир Васильевич Феофанов. Вăл хăй те, мăшăрĕ Лидия Степановна та хăй вăхăтĕнче юсавпа техника предприятийĕнче вăй хунă.
Анчах нимĕн те кивелмесĕр тăмасть. Унчченхи тимĕр тăрă та çĕрĕшнĕ, шăтса пĕтнĕ, шыв яракан пулнă. “Çавăнпа ку çурта эпир тĕп юсав тумалли программа шутне кĕртрĕмĕр”, – терĕ “Коммунальник” ООО тата “Янтиковская” УК ООО генеральнăй директорĕ Юрий Алексеевич Ефимов.
Çурт тăррине хальхинче “Стройсантех” фирма ĕçченĕсем витнĕ. Паллах, малтан кивĕ тăрăна, юрăхсăр конструкцисене сÿтнĕ. Унтан кирлĕ пек йĕркелесе, пленка карса, карниз кăларса, çурт тăррине хĕрлĕ профнастилпа витсе панă. Çак ĕçсене пĕр уйăх хушшинче вĕçленĕ строительсем. “Илемлĕ, хăтлă турĕç. Текех çурт тăрринчен шыв кайса тертлентермĕ ĕнтĕ”, – терĕ вĕсен ĕçĕпе хăй кăмăллă юлнине пытармасăр В.Феофанов.
Владимир Васильевич çурт тăррине юсав тунă маттурсен ячĕсене те асăнчĕ. Вăл ятарласах çырса юлнă иккен вĕсен ячĕ-хушамачĕсене: Н.М.Николаев (бригадирĕ), Г.П.Михайлов, В.Н.Филиппов, А.П. Филиппов, П.Ю.Максимов, В.Г.Александров – пурте Канаш районĕнчи Вăрăмпуç (Новое Урюмово) ялĕнчен. “РТПри 30-мĕш çуртра пурăнакансем вĕсене хастар ĕçшĕн тав тăваççĕ, малашне те ăнăçусем сунаççĕ”, – пĕлтерчĕ юлашкинчен В.Феофанов.
Эпĕ те пулса куртăм асăннă çурт патĕнче.
“Стройсантех” фирма Тăвайра пурĕ виçĕ çурт тăррине витсе, кăмăла каймалла йĕркелесе пачĕ. РТПри 28-мĕш номерлĕ çуртра вара халĕ асăннă фирма ĕçченĕсем сантехника ĕçĕсем тăваççĕ”, – терĕ Юрий Алексеевич Ефимов.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика