Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тава тивĕçлĕ врач

04 декабря 2012 г.

“Тăвай районĕн тĕп больници” бюджет учрежденийĕн ультрасасă диагностикин врачне Лидия Николаевна Капитонована “ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ” хисеплĕ ят парас”, – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çакнашкал Указĕ пичетленчĕ çак кунсенче Шупашкарта тухса тăракан хаçатсенче.
Шăпах çав кун ăшă кăмăллă тухтăр патне йышăнăва каймаллаччĕ. “Хисеплĕ ят илнĕ ятпа саламлатпăр сире”, – терĕм пÿлĕме кĕрсен. “Тавах”, – терĕ те кĕскен хĕрарăм хăйĕн ĕçне пуçăнчĕ. “Пĕвер пысăкланнă, ват хăмпи иртнинчен авăнчăкрах курăнать, суласем чиперех пек”, – приборпа çын сывлăхне тĕпченĕ май пĕлтерет врач медсестрана. Лешĕ хут çине çырса пырать. Кашнинех çирĕп сывлăх сунса ăсатать Л.Капитонова, е тупса палăртнă чирпе пикенсех кĕрешме тĕрлĕ сĕнÿ парать. Канма та вăхăт çук унăн. Лидия Николаевна патне кĕме маларах черет çырăнаççĕ чирлисем. Лăпкă калаçать çынсемпе ультрасасă диагностикин врачĕ. Ыйтусем пур пулсан, вăхăтне шеллемесĕр ăнлантарать, хăйне нихăçан та пысăка хумасть.
Тăрмăш хĕрĕ ялти шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан, Канашри медицина училищинче чирлисене сыватас енĕпе пĕлÿ пухать, хĕрлĕ диплом илет, унтан Хусанти медицина институтне çул тытать. 1986 çулта тăван енри больницăра çанă тавăрса ĕçлеме пуçлать аслă пĕлÿллĕ специалист. Харсăр, мал ĕмĕтлĕ Лидия Николаевнана 1992 çулта çĕнĕ оборудованисемпе ĕçлеме сĕнеççĕ. Асăннă тĕллевĕсене пысăк интереспа тытăнать Л.Капитонова. Приборсемпе лайăхрах, тухăçлăрах ĕçлеме тĕрлĕ журнал, кĕнеке вулать врач. “Хусанти, Шупашкарти, Мускаври, Чулхулари курссенче хамăн пĕлĕве ÿстерме тивнĕ, çынсене тĕрлĕ чиртен хăвăртрах сыватма пулăшас тесе вăхăта шеллемен, тимленĕ,” – сăмах çăмхине малалла кустарать умри илемлĕ пит-куçлă, сарă çÿçлĕ хĕрарăм. Ăна никам та тивĕçлĕ канăва тухнă тесе каламĕ. Пĕвĕ-сийĕ хĕр пекех унăн, утти те çăмăл.
Хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пĕтернĕ хыççăн район центрĕнчен тăван яла автобуспа çитет, кил хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхне пăхать. “Акконд–агро фирма” обществăра ĕçлекен мăшăрĕ, Владимир Петрович Капитонов, чылай пулăшать картишĕнчи ĕçсене пуçтарма.
Туслă мăшăр виçĕ ача çитĕнтерсе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене ăсатнă. Надя çемьеленнĕ, Тăвайри перекет банкĕнче вăй хурать, 2 ачаллă. Капитоновсен Дима ятлă ывăлĕ аслă пĕлÿ илнĕ, Шупашкарти организацире инженерта ĕçлет. Ангелина малтан колледжра вĕреннĕ, халĕ Шупашкарти халăх хуçалăх институчĕн Шупашкарти филиалĕнче хăйĕн пĕлĕвне ÿстерет, экономист пуласшăн.
Тăрмăшри Л.Капитоновашăн асăннă савăнăçлă хыпар амăшĕсен уявĕпе пĕр килчĕ. Чун панă ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем Лидия Николаевнана хисеплĕ ят илнĕ ятпа саламланă, çирĕп сывлăх суннă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика