Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çывăх виçĕ çулта пур ача валли те садик

30 ноября 2012 г.

Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци ирттернĕ. 2016 çул тĕлне вăл 1,5 çултан пуçласа 6 çул таранхи пур ачана та садикпе тивĕçтермеллине палăртнă. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çĕр-шыври 400 пин ача садик черетĕнче тăнă.
Çывăх 3 çулта Чăваш Республикинче 8633 вырăнлă 5 садик хута ямалла. Кăçалхи ноябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне республикăра 1,5 çулхи 15,9 пин ача садик черетĕнче шутланнă. Республикăра халĕ шкул çулне çитмен ачасен 439 вĕренÿ учрежденийĕ ĕçлет, çав шутра патшалăхăн шутланаканни – 4 садик, 36 учрежденире ачасене шкула кайма хатĕрлеççĕ. Унсăр пуçне 192 шкулта садик уйрăмĕсем уçнă. Вĕсен 91,2 проценчĕ 1,5 çултан пуçласа 3 çултан аслă мар ачасем валли. Республикăра 3 çултан пуçласа 7 çула çитичченхи 1399 ача (8,7 процент) садике вырăн çуккипе çÿреймест.
Пирĕн районта садик черетне 300 ытла ача кĕтет, çав шутра 3 çултан пуçласа 7 çултан аслă мар ачасем – 46.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика