30 ноября 2012 г.
Тăвай ялĕнче (поселокрисене шута илмесĕр) пурăнакансем 101 экземпляр “Ял ĕçченĕ” хаçат илсе тăнине каларĕ эпĕ ыйтнипе Зоя Егоровна Виноградова почтальон. Çак хисеп чакмасть, терĕ. Апла пулсан район хаçатне хапăлах çырăнаççĕ, вулаççĕ, унти хыпарсене пĕлсе тăраççĕ Тăвай ялĕнче. Чылайăшĕ, “Ял ĕçченĕсĕр” пуçне, ытти хаçат-журнал та çырăнса илнине пĕлтĕмĕр. Пурнăçăн тĕрлĕ енĕпе, чылай ыйтупа кăсăкланаççĕ çынсем. Аввакумовсем, акă “Ял ĕçченĕ”, “ЗОЖ”, “Сывлăх”, “Сезон у дачи”, “Цветок” илсе тăраççĕ, центрти хаçат-журналсене те вулаççĕ. Алексейпе Надежда Егоровсен – “Ял ĕçченĕ”, “Сывлăх”, “Кил-çурт”, “ЗОЖ”, “Цветок”, “1000 советов”, “Вяжем, шьем и вышиваем”. Владимирпа Лидия Тихоновсем “Ял ĕçченĕ”, “Аргументы и факты”, “Пенсионная среда”, “Моя прекрасная дача” тата ытти те çырăнаççĕ. Куйбышев урамĕнчи Нина Степанован та сахалах мар – “Ял ĕçченĕ”, “Кил-çурт”, “Сывлăх”, “Çамрăксен хаçачĕ”, ытти хăш-пĕр изданисем. Любовь Иванова пенсионеркăн килне “Ял ĕçченĕ”, “Кил-çурт”, “Сывлăх”, “Хресчен сасси” тата ытти те пырса тăрать. Инесса Федорован – “Ял ĕçченĕ”, “Непоседа”, “Çамрăксен хаçачĕ”, “Тетте”, “Тантăш”. Ывăлпа хĕр унăн – куратпăр, вĕсем валли те тивĕçлĕ хаçат-журнал çырăннă. Зинаида Осипован та район хаçачĕпе пĕрле пурĕ виçĕ хаçат-журнал, Дарья Тихонован – тăваттă.
Вулаççĕ çынсем, хăйсене кирлĕ тĕрлĕрен изданисене çырăнса илеççĕ, пурнăçра ытларах пĕлме, ăна интереслĕрех те илемлĕрех тума тăрăшаççĕ. Çакна халĕ илсе кăтартнă тĕслĕхсем те самаях çирĕплетсе параççĕ. Çапах та пурте пекех чи пирваях алла “Ял ĕçченĕ” тытни çинчен калаççĕ.
–Тук-тук! – хапха умĕнче эсир кĕтнĕ почтальон.
Источник: "Ял ĕçченĕ"