Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçсемпе асра юлать

27 ноября 2012 г.

Тăвай ялĕ нумай типтерленчĕ, капăрланчĕ юлашки çулсенче. Вуншар çул юсавçăсен алли пырса тĕкĕнмен нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама тытăнчĕç.
Ленин проспектĕнчи темиçе çуртăнне стенисене сарă тĕспе сăрларĕç, тăррисене профнастилпа витрĕç, карнис кăларчĕç. Юсав хыççăн çав çуртсем саççим урăх сăнлă пулса тăчĕç. Ленин проспектĕнчен çĕнĕ спорткомплекса пăрăнса кĕрекен урамра çуртсем умĕнчи палисадниксене йĕркене кĕртрĕç, çынсене çÿреме тротуар хывса пачĕç. Хĕл çитсен, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан çемьесенчен ытларахăшĕ сивĕ пулнипе тарăхатчĕ. Иртнĕ çултанпа нумай хваттерлĕ чылай çуртра харпăр хăй хутса ăшăтасси çине куçрĕç. Район центрне тирпей-илем кĕртессине сахал мар тимленĕ. Кашни эрне вĕçĕнче тенĕ пек картишсене, урамсене шăлса тасатса тăма тытăнчĕç, чечек клумбисем нумайланчĕç. Халăхпа ĕçлеме пĕлсен, тем те йĕркелеме пулать çав. Район администрацийĕн ертÿçи Ю.Васильев Шупашкара ĕçлеме куçнине пĕлсен, çынсенчен нумайăшĕ ассăн сывлать. “Лайăх ертÿçĕччĕ, лара-тăра пĕлместчĕ. Мĕншĕн тепĕртак та пулин районта ĕçлеме тÿр килмерĕ-ши ăна? Вăл пуçарса яни çине юр çумĕ-ши?“ – канăçсăрланаççĕ çынсем. Вĕсем Юрий Егоровича кăна мар, унăн ашшĕ-амăшне те харсăр ывăл çитĕнтернĕшĕн тав тăваççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика