Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлпуçĕнчи хĕрарăмсем те уявларĕç

27 ноября 2012 г.

Çăлпуç ялĕнчи информаципе культура центрне иртнĕ шăмат кун, 14 сехетсенелле, хĕрарăмсемпе ачасем пуçтарăнчĕç.
Малтан “Единая Россия” партин ялти организацийĕн ертÿçи Е.Михайлова, ял тăрăхĕн депутачĕ З.Иванова сăмах илчĕç, аннесене уяв ячĕпе саламларĕç.
Вĕренекен хĕрачасем юрларĕç-ташларĕç. Сирĕн ача шкулта миçемĕш партăра ларать? Уроксем хыççăн ывăлăр мĕн тăвать? Хĕрача мĕнле предметсене ытларах кăмăллать? Çавнашкал ытти ыйтусем çине хуравлама тиврĕ амăшĕсен.
Хĕрарăмсем хăйсем хатĕрленĕ çимĕçсем илсе килнĕ уява. Л.Шадринан тăварланă кăмпи, купăстапа пан улми питĕ тутлă. А.Николаеван пицца чĕлхене çăтса ямалла пулса тухнă. А.Васильева хĕлле валли хăяр аван хатĕрленĕ. Т.Федорован рулетне те мухтарĕç уяврисем. С.Петрован сырĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. В.Павлова авалхи юрăсене аса илсе шăрантарчĕ, купăс та калать вăл. Çынсем ăна алă çупса тав турĕç. А.Петров уяв ирттерме спонсорла пулăшу панă.
А.Михайлов администратор уяврисене купăс каласа-юрласа савăнтарчĕ чылайччен. Аннесен кунĕ çăлпуçсене пурне те килĕшрĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика