Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕвелпе ăшă, аннепе ырă

27 ноября 2012 г.

Анне... Пурнăç пуçламăшĕ, çемье никĕсĕ тата шанчăкĕ, ырлăх, тÿсĕмлĕх, ĕçченлĕх çăлкуçĕ. Хуйхă-суйхă е савăнăç пулсан та тĕрев парать вăл. Анне юратăвĕ пире çирĕп шанăçлă пулма, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, çитĕнĕве шанма хăнăхтарать. Анне пулни вăл – телей, çав вăхăтра пысăк ответлăх та. Раççейре аннесен кунне 1998 çултанпа, ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ.
Тăвайри культурăпа кану центрĕн фойинче “Хĕвелпе ăшă, аннепе ырă” ятлă районти хĕрарăмсен каçне йĕркелерĕç. Илемлĕн лартса тухнă сĕтелсем хушшинче – аннесем... Кукамай-асанне пулнисем, ачисене вĕрентсе кăларнисем, пепкисене шкулта халь пĕлÿ пухма пулăшакансем, тин кăна çуратнă çамрăк аннесем. Тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем, вĕренÿре, сывлăх сыхлавĕнче, культурăра, ял хуçалăхĕнче тата ытти çĕрте вăй хуракансем пухăннă уява.
Программăна О.Соловьева йĕркелесе пычĕ. Пирĕн районта хальхи вăхăтра нумай ачаллă 200 çемье шутланать, вĕсенче 635 ача çитĕнет. Виççĕлли – 175 çемье, тăватă ачалли – 18, пиллĕкли – 6 çемье, пĕринче вара 8 ача пурăнать.
“Чи лайăххи манăн анне” текен вырăсла юрă шăрантарчĕç малтан пĕчĕк хĕрачасем. Вĕсене культурăпа кану центрĕн директорĕ В.Александрова пылак çимĕçпе хăналарĕ.
Вĕри чейпе, ăшă кукăль татăкĕсемпе, канфет-печенисемпе сăйланнă май, аннесем уяв программипе малалла паллашрĕç.
Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ, “Единая Россия” партин вырăнти политканашĕн секретарĕ В.Чайкин пухăннă аннесене ăшшăн-ăшшăн саламларĕ, ачисене лайăх воспитани пама тăрăшнăшăн тав турĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ пурне те. 2012 çулта виççĕмĕш ача çуратнă хăш-пĕр хĕрарăмсене республикăри амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене пачĕ Валерий Васильевич. Тăрмăшри вăтам шкулта вĕрентекен С.Семеновапа район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Т.Дмитриева ачисене лайăх воспитани парассипе ырă тĕслĕх кăтартнăшăн, обществăлла ĕçре хастар пулнăшăн “Единая Россия” партин регионри уйрăмĕн Тав çырăвĕпе парнине тивĕçлĕ пулчĕç.
Çавăн пекех районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Л.Аввакумова, пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи Л.Яковлева, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Васильев, районти ветерансен совечĕн председателĕ Р.Гурина тухса калаçрĕç, аннесен кунĕпе саламларĕç.
В.Ашмарина ертсе пыракан “Шанчăк” ятлă ача-пăча студийĕ “Çĕнĕ пурнăçри çарăк” инсценировкăпа, культурăпа кану центрĕнче тăрăшакан Р.Маркова, В.Стифонов, В.Александрова, В.Абржина, В.Иванов, В.Шакртов, искусство шкулне тата Тăвайри виççĕмĕш номерлĕ ача садне çÿрекенсем тĕрлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç пире çакăн хыççăн.
Районти амăшĕсен кăмăл-туйăмне çĕклеме паллă ентешĕмĕр, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “АККОНД” обществăн генеральнăй директорĕ В.Иванов та тимленĕ, уявра чей ĕçме пылак çимĕç парнеленĕ. Пухăннисем “Аннен çутă ячĕ” ятлă кĕнекесен куравĕпе паллашрĕç, пурте пĕрле “Ах, аннеçĕм, анне” ятлă юрра шăрантарчĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика