Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канăçсăр чун-чĕреллĕ ветеран

20 ноября 2012 г.

Кăçал кĕркунне çĕр-шывра санэпидслужба йĕркеленнĕренпе 90 çул тултарчĕ. Çав ятпа Шупашкарта Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕнче савăнăçлă лару иртрĕ. Унта служба утса тухнă çула тишкерчĕç, малашлăх тĕллевсем çинчен калаçрĕç, харсăррисене чысларĕç.
Нумай çул пирĕн районта санитарипе эпидемиологи центрĕн тĕп врачĕ пулнă, халĕ управленин потребительсен прависене тата çыннăн тăнăçлăхне хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен Канаш территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Юрий Горшков та “Раççей патшалăх санэпидслужбине – 90 çул” асăнмалăх медале тивĕçрĕ.
Юрий Вениаминович 1951 çулта Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша ялĕнче çуралнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкарти медучилищĕрен вĕренсе тухнă, чикĕ çарĕсен службинче тăнă, “Чикĕ çарĕсен отличникĕ” паллăна тивĕçнĕ. Служба хыççăн вăл тăван ялĕнче пĕр çулталăк фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче тăрăшать. 1974–1980 çулсенче Горькири медицина институтĕнче медицинăпа профилактика факультетĕнче вĕренет. Алла диплом илсен, патшалăх санэпиднадзорăн Тăвай районĕнчи центрĕнче врач-гигиенистра ĕçлеме тытăнать. 1992 çулта пултаруллă специалиста Елчĕк районне патшалăх санэпиднадзорне ертсе пыма куçараççĕ. Кĕске хушăрах вăл ертсе пынипе санэпидстанци, лаборатори çурчĕсем, специалист валли пурăнмалли çурт çĕкленсе лараççĕ. Вĕсене пурне те хуçалăх меслечĕпе тунă.
1994 çулта Юрий Вениаминовича тепĕр хут каялла Тăвай районне, санэпиднадзор центрĕн тĕп врачне илсе килеççĕ. Кунта та центрăн пурлăхпа техника базине çирĕплетме нумай тăрăшать. Вăл ĕçленĕ çулсенче санпропускник, складсем, общежити тăваççĕ, дезинфекци профилактикин пайне уçаççĕ, СЭСăн 2 хутлă çуртĕнче йăлтах лабораторисем йĕркелес шутпа, картишĕнче администрацин 1 хутлă çĕнĕ çуртне кирпĕчрен купаласа витсе лартаççĕ. Центр тавра тимĕр карта тытса çаврăнаççĕ. Çапла Юрий Вениаминовичăн чĕрĕк ĕмĕр иртни те сисĕнмест. Çав çулсем унăн йăлтах ĕçлĕ ĕмĕтсемпе, стройкăпа çыхăннă.
Ĕçне кура хисепĕ тетпĕр. Юрий Горшков – РФ санэпидслужбин отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ. Вăл ертсе пынă çулсенче санэпиднадзорăн районти центрĕ республикăри санэпидслужба учрежденийĕсем хушшинче темиçе хутчен те 1-мĕш вырăн йышăннă. 2005 çултанпа Юрий Вениаминович Канаш территори пайĕнче тĕп специалист-экспертра тăрăшать.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика