Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХI Спартакиадăн юлашки тапхăрĕ – Тăвайра

20 ноября 2012 г.

 

Шăмат кун Тăвайри “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕнче патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен республикăри ХI Спартакиадăн юлашки тапхăрĕ иртрĕ.
Ăмăртусене хутшăнакансене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов ăшшăн саламласа ăнăçусем сунчĕ, пурнăçра пурне те физкультурăпа тата спортпа туслă пулма чĕнсе каларĕ.
Командăсем стритболра, волейбол выляса, эстафетăра ишсе, канат туртассипе тата дартсра тупăшрĕç. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хуласемпе районсен ертÿçисем харпăр хăй хушшинче мини-гольф енĕпе çивĕч кĕрешрĕç.
Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Кубока ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн команди çĕнсе илни, вăл ыттисенчен чылай вăйлăрах пулни палăрчĕ. Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин команди 2-мĕш, Гостехнадзор команди 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
 
 


 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика