Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çывăх кунсенче “Аль” ФСКра

16 ноября 2012 г.

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче Тăвайри “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕнче республикăри патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен физкультурăпа спорт спартакиадине вĕçлекен ăмăртăвĕсем пулаççĕ.
Программăра: стритбол (картишĕнчи баскетбол, волейбол, шывра ишесси), канат туртасси, комбинацилле эстафета (пăшалтан пересси, велокросс, çуран чупасси), дартс, мини-гольф.
х х х
Ноябрĕн 24-мĕшĕнче ял тăрăхĕсен командисем волейболла выляса районта мала тухассишĕн тупăшаççĕ.
х х х
Çав кунах шашистсемпе шахматистсем те кĕрешĕве тухаççĕ. Мускавран хамăр ентеш Василий Семенов спорт мастерĕпе юлташĕсем килеççĕ. ФСКра пирвайхи хут иртекен ăс-тăн вăййисене пурте хутшăнма пултараççĕ.
Ăмăртусем яланхи пекех 10 сехетре пуçланаççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика