Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсене ĕçе вырнаçтарасси пирки

13 ноября 2012 г.

“РФ халăха ĕçе вырнаçтарасси çинчен”, “ЧР инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем уйăрасси çинчен” законсене, ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленине мĕнле пурнăçа кĕртсе пыни пирки пăхса тухнă Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн ларăвĕнче иртнĕ эрнере.
Унта район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Ванерке, Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Л.Кузьмина, район прокурорне пулăшакан Е.Максимов хутшăнчĕç. “Акконд–агро фирма” общество директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.Саперов, “Тăвайри кооператив” потребобществăн кадрсемпе ĕçлекен инженерĕ В.Михайлова, Тăвайри тĕп больницăри кадрсен специалисчĕ Т.Алексеева пулчĕç.
29 инвалид центра ĕç шыраса пынă, вĕсем ĕçе вырнаçнă. Паянхи куна икĕ инвалид черетре тăрать. Республикăри тĕллевлĕ программăн ĕçсĕрлĕхе чакармалли хушма мерисемпе усă курса 2012 çулта ятарласа тунă ĕç вырăнĕсене 3 инвалида вырнаçтарнă. “Организацисем ĕç вырăнĕ хатĕрлесе тăкакланнă суммăна пирĕн центр пĕтĕмпех саплаштарнă”, – тесе вĕçленĕ сăмахне ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Л.Кузьмина.
Районти прокурора пулăшакан Е.Максимов халăха ĕçпе тивĕçтермелли законодательствăна мĕнле пурнăçланине, ĕç вырăнĕсене аттестациленисене, инвалидсем валли ĕç вырăнĕ хатĕрленине тĕрĕсленин пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.
Ларури организацисен представителĕсем тивĕçлĕ информацисем панă. Асăннă ыйтăва татса панă чухне пĕр-пĕрне тĕрлĕ сĕнÿсемпе пулăшма килĕшсе татăлнă коллективсенчен килнисем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика