Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем – вăйлисен йышĕнче

08 ноября 2012 г.

Иртнĕ эрнере ветерансен республикăри футбол ăмăртăвĕсем вĕçленнĕ.
“Тăвай–Локомотив” каярах вăхăта куçарнă тĕл пулăва “Стальрен” 2:0 шутпа выляса илнĕ (мечĕксен авторĕсем К.Мироновпа О.Егоров). Çапла вара тăвайсемпе канашсем кăçал чылай ăнăçлă вылярĕç, Шупашкарти “Волга”, “Крылья”, “Динамо” командăсем хыççăн 4-мĕш картлашка çине çĕкленме тивĕçрĕç (44 очко). Ку пысăк çитĕнÿ. Команда 13 тĕл пулăва выляса илнĕ, 5-ĕшĕ енсем çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ, 4 тĕл пулăва выляса янă. 22 вăйăра пирĕн ветерансем 49 мечĕк тапса кĕртнĕ, 23-ĕшне хамăр хапхана кĕрттерсе янă.
Турнира “Волгăпа” “Крылья” пĕрешкел очкопа вĕçленĕ – 55. Ноябрь пуçламăшĕнче вĕсен хушшинче çĕнтерÿçĕне палăртма хушма матч ирттереççĕ. “Динамо” 50 очкопа 3-мĕш вырăн йышăнать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика