Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайра – иккĕмĕш АЗС

08 ноября 2012 г.

Тăвай районĕнче ку таранччен пĕр автозаправка станцийĕ кăначчĕ-ха, вăл кирпĕч завочĕ çывăхĕнчи 76-мĕш номерлĕ автозаправка станцийĕ. Унта çитес тесен Ленин проспектĕнчен Строитель урамне пăрăнса кĕмеллеччĕ.
Ноябрĕн 7-мĕшĕнчен вара Тăвайра иккĕмĕш автозаправка станцийĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Ячĕ унăн – “Феникс”, вăл “Сельхозхими” уçă акционерлă общество территорийĕнче вырнаçнă. Директорĕ – Юрий Николаевич Федоров. Çĕнĕ автозаправка станцийĕ кашни кунах талăкĕпе ĕçлĕ. Малтанлăха вăл автомашинăсене Аи–92 маркăллă бензинпа заправка тăвĕ. Директор каланă тăрăх, çĕнĕ автозаправка уçнин тĕллевĕ – конкурентлăх пулма кирли, ĕçĕн, тивĕçтерекен продукцин пахалăхĕпе эффективлăхĕшĕн тăрăшасси. “Шанса тăратпăр: пирĕн ĕçе водительсем хăйсемех тивĕçлипе хаклама тытăнĕç”, – шантарчĕ паян уçăлнă çĕнĕ АЗС директорĕ.
Станцире икĕ колонка вырнаçтарнă, çапла вара пĕр вăхăтрах икĕ автомашина заправка тума пултарать. Пĕр литр бензин хакĕ, мĕн чухлĕ заправка туни тата унăн сумми куç умне тухса тăраççĕ. Машина бакĕ мĕн бензинпа туличчен заправка тума та май килет – автоматика сисĕмлĕ, тулсан хăех чарăнать. Бензин хакĕ – ыттисеннипе пĕрешкелех.
Çĕнĕ автозаправка станцийĕн площадки тикĕс. Эпĕ хам кунта пуçласа заправка тăвакансенчен пĕри пултăм. Ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика