Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир пушансан пĕрле савăнчĕç

02 ноября 2012 г.

Çĕр ĕçченĕсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Çăмăлах мар пулин те, вĕсем хăйсен тĕллевĕсене вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ. Ял çыннисем сивĕ кунсем пуçланиччен çитĕнтернĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тăкаксăр пухса кĕртессишĕн тимлеççĕ. Дояркăсем, пăру, сысна пăхакансем çителĕклĕ апатпа, ăшă витесемпе, выльăхсен шанса панă йышĕпе профессиллĕ уявне кĕтсе илеççĕ. Ял хуçалăх продукцийĕсене ĕçлесе хатĕрлекенсем те пысăк çитĕнÿсем тăвассишĕн ăнтăлаççĕ. Çÿлерех асăннă профессисемлĕ работниксен кунне юпа уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче уявлаççĕ.
Тăвай енре асăннă отрасльте вăй хуракансем вара кăшт каярах, уй-хирте шăплăх хуçаланма пуçласан, юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче, пухăнчĕç пĕрле савăнма.
Палăртнă кун Тăвайри культурăпа кану центрĕнчи залра та, фойере те ирех хатĕрлев ĕçĕсем пуçланчĕç. Сцена çинчи чаршавсем питĕ капăр. “Ял ĕçченĕсене, мухтав!” – тесе илемлетсе çырса хунă. Сылтăм енне çакнă экран çинче кадр хыççăн кадр куçать. Тăвайсем кăçалхи ĕççире епле тар кăларнине уçса параççĕ сăн ÿкерчĕксем. Ак, аван çитĕннĕ, шурă чечеклĕ авăрлă çĕр улми ани курăнса каять. Чăн юмахри пек илемлĕх! Кĕçех ăратлă сысна ами хăйĕн пĕчĕк çурисене ĕмĕртнине юратса сăнатпăр. “Акконд–агро фирма” обществăн пăру уйрăмне çитерет залра ларакансене самантран тепĕр кадр. Хура-шурă тĕслĕ пĕчĕк пăрусем сăмсисене хăйсене пăхакан хĕрарăм еннелле тăснă, сĕт кĕтеççĕ ĕнтĕ унран. Çĕнĕ йышши комбайнран автомашина çине тырă пушатнине чылайччен пăхса ларас килет. Акă вăл, тырă! Районти çĕр ĕçченĕсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хунипе тĕшĕленнĕ, çĕнĕ тырă! Эппин пирĕн алăра çывăх кунсенче кăпăшка çăкăр пулĕ, район экономики çапла çирĕпленсех пырĕ.
Çакна яр уççăн кăтартса пачĕç “Тăвайри общепит” тата “Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă обществăсем. Вĕсем кăçал тĕлĕнмелле интереслĕ курав йĕркеленĕ, маттур!
Алексеев, Хумышев, Грачев, Моряков хресчен фермерсен “керменне”, “сурăхĕсемпе путекĕсене”, “сыснисене”, “çăпатисене” çĕнĕ çăнăхран питĕ сăнарлă пĕçернĕ вĕсем. Пирĕн умра – чăн-чăн искусство. Туянса çисе пăхма ниепле те алă çĕкленмĕ. Куç илес килмест çăкăр пĕçерекенсем курава тăратнă япалисенчен.
Общепитра ĕçлекенсем те вĕсенчен юлман. Тăвай районĕн хисеп кĕнеки, çурăлнă чĕре, тĕрлĕ чечексен карçынкки, кикиморăсем, упасен шăтăкĕ, хĕрарăм кăкăрĕсем, “Акконд-агро фирма” обществăн территорине сăнланă, – пурĕ 20 яхăн торт та пурччĕ пулĕ куравра. Шел, пÿрне хуçсах шутламаллаччĕ вĕсене. С.Лашмановапа ăна пулăшакансем, çăкăр пĕçерекенсем ял ĕçченĕсен кăмăлне çĕклес тесе çĕр çывăрмасăр тăрăшнă чăнах. “Ял малашлăха пăхать” ятлă курав вара – районти библиотекарьсен. Вĕсем йывăр ĕçре кирлĕ пулма пултаракан статьясене кĕнекесемпе хаçат-журналсенче вуласа пăхма сĕнеççĕ.
Тăвайри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем пуçларĕç программăна. Çĕнĕ çăнăхран пĕçернĕ çăкăра чечеклĕ алшăллисемпе йăтса тухса чи хисеплĕ çĕре лартнине сăнарларĕç вĕсем. Чăваш кĕпиллĕ В.Ивановпа О.Соловьева çĕр ĕçченĕпе ял хуçалăх продукцийĕсене ĕçлесе хатĕрлекенсем пирки ăшă сăмахсем каларĕç: “Хресчен ĕçĕ авалтанпах пысăк хисепре. Çĕр – пире тăрантаракан тата пуянлăх. Пĕр пучах лайăх çитĕнтĕр тесе мĕн чухлĕ çын тар кăларать. Выльăх-чĕрлĕх пăхакан, механизатор, водитель, комбайнер, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен, çавнашкал çăмăл мар тĕллевсене йĕркелесе пыракан ертÿçĕ те паян ăшă сăмаха тивĕçлĕ”.
Çакăн хыççăн сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев улăхрĕ. Агропромышленноç комплексĕнче вăй хуракансене, ял хуçалăх продукцийĕсене ĕçлесе хатĕрлекен коллективсене вăл ăшшăн саламларĕ.
Кăçал çĕр ĕçченĕсем аван ĕçленине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Пур йышши хуçалăхсенче 16,7 пин тонна тырă, 8,5 пин тонна çĕр улми, 0,1 пин тонна пахча çимĕç туса илнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кашни гектартан вăтамран – 17 центнер, çĕр улми – 162,5 центнер, пахча çимĕç 91 центнер тухăç панă.
Владимир Иванович Саперов тĕп инженерпа Анатолий Иванович Михайлов тĕп агроном (”Акконд–агро фирма”), Алексей Гурьевич Моряков инженер (”Шимкусский”), Николай Васильевич Шашков агроном (”Родник”) хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçласа пыраççĕ. Районта 2940 гектар кĕрхи культура акса хăварнă, 388 гектар акман çĕре ĕçе кĕртнĕ. 8674 тонна апат единици хатĕрленĕ тăвайсем, пĕр условнăй ĕне пуçне 28,6 центнерпа танлашать ку.
Евгений Николаевич Иванов (“Дорстрой-агро”), Борис Алексеевич Ильинпа Вячеслав Семенович Семенов (”Акконд-агро фирма”) комбайнерсем чи нумай тырă çапса тĕшĕленĕ, малтанхи виçĕ вырăна йышăннă.
Юрий Васильевич Храмовпа Юрий Алексеевич Яковлев механизаторсем, Николай Николаевич Поликарпов водитель (”Акконд-агро фирма”) харпăр хăй ĕçĕсенче ырă тĕслĕх кăтартнă.
Тăхăр уйăхра кăçал хуçалăхсем 16 пин тонна сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕне пуçне 3534 килограмм сĕт сунă. Кармалсем, “Акконд–аргро фирма” общество, чутейсем малта ку енĕпе.
Аш-какай, сĕт туса илессипе тата выльăхсен йышне упраса хăварассипе “Акконд–агро фирма” общество, “Красная Чувашия” тата “Чутеевский” ЯХПКсем, Грачев ХФХ аван ĕçленĕ.
Альбина Григорьевапа Валентина Федотова "”Красная Чувашия”", Галина Семина, Антонина Антонова (”Акконд-агро фирма”), Елена Куприянова, Наталия Титова (”Чутеевский”) дояркăсен ĕçĕсене ырăпа палăртмалла. Ĕне пăхнă çĕрте – Галина Федотова (”Акконд-агро фирма”), Альбина Лаврентьева (Грачев ХФХ), Светлана Григорьева (”Шимкусский”), сыснасем патĕнче Зоя Шашковапа (Грачев ХФХ), Светлана Якимовапа Люда Григорьева (”Шимкусский”), Наталья Константинова (”Красная Чувашия”) ырă тĕслĕх кăтартнă. Фермăсенчи çăмăл мар ĕçсене йĕркелесе пыракансем – Таисия Федорова (”Красная Чувашия”) Николай Кузнецов (”Чутеевский”), Геннадий Петров (”Шимкусский”), Николай Мальцев (”Акконд-агро фирма”) мухтава тивĕçлĕ.
Кармалта 200 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ вите туса пĕтернĕ кăçал. Илларионов ХФХ-че 200 ĕне сумалли заллă вите тăвасси вĕçленсе пырать. 197 пуç мăйракаллă ăратлă шултра выльăх илсе килнĕ. “Дорстрой–агро” обществăра ĕне вити реконструкцилессипе малалла ĕçлеççĕ. Федоров ХФХ 1 миллион та 100 пин тенкĕлĕх грант выляса илсе, 500 тонна çĕр улми хума май пур нÿхрепе çĕнетме пуçланă.
“Родник” общество, “Дружба” тата “Шимкусский” ЯХПКсем, Н.Морякова, В.Николаев, В.Краснов хресчен фермер хуçалăхĕсем кăçал ял хуçалăх техникине çĕнетессипе чылай тимленĕ.
52,3 миллион тенкĕлĕх патшалăхран субсиди илнĕ, федераллă бюджетран – 37,4 миллион тенкĕлĕх, республикăринчен – 14,9 миллион тенкĕ.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи ÿснĕ, 8492 тенкĕпе танлашнă.
Паянхи кун 2159 тонна вăрлăх хатĕрленĕ пирĕн ял хуçалăхĕ, 1152 тоннине тĕрĕслеттернĕ.
Çавăн пекех ял хуçалăх ĕçченĕсем умне тĕп тĕллев лартрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ – выльăхсене ăнăçлă хĕл каçармалла.
Уява пухăннисене район пуçлăхĕ Вячеслав Васильевич Васильев, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш заместителĕ А.Яковлев, ЧР строительствăпа архитектура, пурăнмалли çурт-йĕр министрĕн çумĕ С.Архипов ăшшăн-ăшшăн саламларĕç.
Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикинчи отрасль министерствисен, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем тата хаклă парнесем илчĕç çĕр ĕçĕнче, ял хуçалăх продукцийĕсене ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра тăрăшса вăй хуракансем. АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Ванерке “Единая Россия” партин парнисене хуçисем патне çитерчĕ. Чыс-сума тивĕçлĕ пулнисен списокĕ вĕçленессĕн туйăнмарĕ. Перекет банкĕ тата “Россельхозбанк”, “Росгосстрах” обществăсен ертÿçисем А.Краснов, Т.Митрофанова, Г.Гаврилов ырлăх-сывлăх сунчĕç уяврисене, парнесем пачĕç.
Программа çакăнпа вĕçленмерĕ. Муркаш районĕнчен килнĕ артистсен чаплă концертне курса савăнчĕç Тăвай ен ĕçченĕсем. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем çапла лайăх каннă хыççăн çĕкленÿллĕ кăмăлпа, çăмăл мар ĕçĕсенче пысăкрах çитĕнÿсем тăвас тĕллевпе саланчĕç. Район экономикине çирĕплетессишĕн тепĕр çул тата хавхалануллăрах ĕçлĕç ĕнтĕ вĕсем.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика