Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявпа Сире пурсăра та!

26 октября 2012 г.

Çĕр-шывра ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне кашни çулах юпа уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Пирĕн районта ăна кăçал паян, юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче, уявлаççĕ. Асăннă отрасльте ĕçлекенсем çак чыса хăйсен хастарлă ĕçĕпе тивĕçлĕ.
Çапла районти çĕр ĕçлекенсем кăçал 9900 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене çапса илнĕ, пурĕ 16830 тонна тырă пухса кĕртнĕ. Кашни гектар вăтамран 17 центнер тухăç панă. “Акконд-агро фирма” хупă акционерлă обществăра вара тырă тухăçĕ пĕр гектар пуçне 19,4 центнерпа танлашнă. Çĕр улмине 478 гектар çитĕнтернĕ, ăна пурĕ 7246 тонна кăларса пухнă е гектар пуçне вăтамран 151,6 центнер. А.Ф. Федоров фермерăн “иккĕмĕш çăкăрĕ” чи тухăçлисенчен пĕри пулчĕ – гектартан 181 центнер. Çĕр улмине вăл 50 гектар çинче туса илнĕ.
Çитес çулхи тухăç никĕсне хывса районĕпе 2940 гектар кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă, паянхи куна 3550 гектар çĕре сухаланă е кăпкалатнă.
Районти пур категориллĕ хуçалăхсенче хальхи вăхăтра 9669 пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ, çав шутра ĕнесем – 4459 пуç, сыснасем – 2813, сурăхсемпе качакасем – 7217, кайăк-кĕшĕк – 53134 пуç. Çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсене илес пулсан, вĕсен фермисенче 2012 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3078 пуç мăйракаллă шултра выльăх е умĕнхи çулхи çак тапхăртинчен 4,7 процент нумайрах, ĕнесем 1455 пуç (100,8 процент), сыснасем 574 (107,5 процент), сурăхсемпе качакасем 167 (105,5 процент) пуç шутланаççĕ. Вĕсем, паллах, продукци параççĕ, тупăш кÿреççĕ.
Кăçалхи 9 уйăхра пур категориллĕ хуçалăхра пĕтĕмпе 1653,3 тонна е иртнĕ çулхи тапхăрăн 90,3 проценчĕ чухлĕ, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче 172,5 тонна (82,5 процент) аш-какай туса илнĕ. Ку тĕлĕшпе “Акконд–агро фирма” хупă акционерлă общество ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать, вăл хăех 43,2 тонна туса илнĕ.
Пур категориллĕ хуçалăхсенче сĕт туса илесси 16002,5 тоннăна (103,5 процент) çитнĕ, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче – 5136 тоннăна (иртнĕ çулхи тăхăр уйăхрин 106,1 проценчĕ).
Виçĕ хуçалăхра сĕт туса илессин калăпăшне ÿстерме пултарнă. Ку енĕпе “Акконд-агро фирма” ХАО, “Чутеевский” тата “Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕсем малтисем пулса тăраççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕнесен продуктивлăхĕ малалла ÿснĕ, районĕпе вăл 9 уйăхра кашни ĕне пуçне 3534 килогрампа танлашать (пĕлтĕр 3324 килограмм пулнă). “Акконд–агро фирма” общество ку кăтартупа та малта – унăн 4697 килограмм, пĕлтĕрхинчен 11,2 процент хушăннă; “Чутеевский” ЯХПКн – 3919 килограмм (пĕлтĕр 3475 пулнă); “Красная Чувашия” ЯХПКра ĕнесен продуктивлăхĕ кăçалхи 9 уйăхра 3757 килогрампа танлашнă, иртнĕ çулхинчен 248 килограмм пысăкрах. Хресчен фермер хуçалăхĕсенчен сĕт туса илессипе В.Грачев хуçалăхĕ лайăх ĕçленĕ.
Кĕтÿ хăвачĕ çамрăк пăрусем мĕн чухлĕ пăхса илнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Калас пулать, ку енĕпе те кăтартусем лайăхланса пыни сисĕнет.
Продукцие ĕçлесе тирпейлекенсем те тăрăшулăхпа палăрса тăраççĕ. “Акконд-агро фирма” ХАО хатĕрлесе кăларакан продукци пахалăхĕ – республикăра чи лайăххисен шутĕнче.
Професси уявĕ ĕçе-хĕле тишкерсе малашлăха аталанма вăй парать. Отрасль ÿсĕмĕ ĕçлекенсен тăрăшулăхĕпе ăсталăхĕнчен, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пынинчен нумай килет. Вун-вун çын пысăк хастарлăх кăтартать ĕçре. Професси уявĕпе Сире пурсăра та, ĕçĕр-хĕлĕр ялан ăнăçса пытăр, ÿсĕмсем кÿтĕр!

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика