Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейри тĕл пулу

23 октября 2012 г.

Тăвайра çуралса ÿснĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, 1385 кунпа çĕр фашистсен концлагерĕнче асапланнă, анчах чуралăхра та кĕрешме пăрахман, ирĕке тухсан нумай çул шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Яков Дмитриевич Шакров район пурнăçĕнче паллă йĕр хăварнă.
Çак кунсенче вăл çуралнăранпа 100 çул тултарчĕ. Паллă датăна халалласа Тăвайри тавра пĕлÿ музейĕ вуннăмĕш классенче вĕренекенсемпе тĕл пулу йĕркелерĕ. Унта Яков Дмитриевичăн ывăлĕ Владимир Яковлевич, хĕрĕ Елена Яковлевна, И.Соловьев журналист (”Ял ĕçченĕ” хаçат) хутшăнчĕç. Музей директорĕ С.Сергеева Я.Д.Шакровăн кун-çулĕпе, И.Соловьев юбилярăн “Хыпарсăр çухалнă çыннăн дневникĕпе” паллаштарчĕç, ачисем ашшĕ вĕсемшĕн яланах çутă тĕслĕх пулни çинчен каласа кăтартрĕç. 10-мĕш класра вĕренекен Светлана Кузьмина Яков Дмитриевич сакăр вуннăмĕш çулсенче йĕркелесе янă “Мир кĕнекине” çутатса пачĕ. Библиотека тата музей ĕçченĕсем Я.Д.Шакрова халалласа “Вилĕме пурнăçпа çĕнтерсе” кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ, унта юбиляр çинчен çырнă кĕнекесемпе хаçатри статьясене, “Хыпарсăр çухалнă çыннăн дневникне”, “Мир кĕнекине” кĕртнĕ. Вĕренекенсемпе пĕрле класс ертÿçисем те пулнă. Тĕл пулăва çамрăксене патриотла воспитани парас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика