Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйăхлăха пĕтĕмлетсе

23 октября 2012 г.

Раççейри пенсионерсен пĕрлĕхĕн регионти уйрăмĕн правленийĕн пуçарăвĕпе республикăра “Чыс та мухтав аслă ăру çыннисене” уйăхлăх пырать. Уйăхлăх вăхăтĕнче пур çĕрте те ватă тата пĕччен пурăнакан çемьесене киле пырса пулăшассине, вĕсемпе тĕл пулусем, асаттепе асанне урокĕсем, пултарулăх конкурсĕсем, спортпа сывлăх мероприятийĕсем ирттерессине йĕркелеççĕ. Компьютерпа усă курма та хăнăхтараççĕ. Ветерансен юхăмĕн активĕпе республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев тĕл пулма палăртнă.
Октябрĕн 18-мĕшĕнче уйăхлăха пĕтĕмлетсе тата пенсионерсемпе ĕçлессине лайăхлатас ыйтупа уçă видеоконференци иртрĕ. Унта Правлени членĕсем, актив, ветерансен юхăмĕн ертÿçисем, хулапа район администрацийĕсен, сывлăх сыхлавĕпе социаллă хÿтлĕх, вĕрентÿпе культура, физкультурăпа спорт органĕсен, Пенси фончĕн представителĕсем хутшăнчĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика